ru24.pro
Новости по-русски
Июнь
2022

Çимĕк уявĕ çывхарать

Çимĕк çывхарать. Йăлана кĕнĕ тăрăх, çак кунсенче, кашниех пурнăçран уйрăлнă çывăх çыннисене асăнма чиркĕве, масар çине каять. Çăвасем çине тĕрĕс-тĕкел çитсе килме май пулĕ-ши? Çак ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем паян масарсене çитмелли çулсене тĕрĕслерĕç. Таса Çимĕк – православири 12 тĕп уявсенчен пĕри шутланать. Шупашкар хула администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çак куна хатĕрленсе масарсене тирпей-илем кĕртнĕ, лармалли вырăнсем йĕркеленĕ, çӳп-çап, шыв контейнерĕсем вырнаçтарнă. Уяв умĕн хула службинче тăрăшакансем çăва çине çитмелли çулсене йĕркене кĕртеççĕ. Çак ĕçе мĕнле пурнăçланине депутатсем вырăна çитсе тĕрĕслерĕç. Вĕсене ытларах Чапаев завочĕ çывăхĕнчи çул кăсăклантарчĕ. Вăл Шупашкар хулине Явăш масарĕпе тӳрремĕнех çыхăнтарать. Çак çула машинăсем валли ятарласа йĕркелемен. Çапах та хула администрацийĕн ертÿçисем тата çулçӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн ĕçченĕсем халăха ăнланса унти çулăн пахалăхне те çулсеренех лайăхлатаççĕ. НИКОЛАЙ СТЕПАНОВ: «Çулĕ япăхах мар, анчах та вăл çĕмрĕлнĕ, шăтăк-путăксем пур. Пире администраци пуçлăхĕ патĕнче ĕçлекенсем ыран çанталăк лайăх пулать тесе каларĕç. Эпир те шанатпăр. Вĕсем вара кунта чавса тасатасшăн тата тепĕр хут çак шăтăк-путăксене утрамбовать тăвасшăн». Шупашкар хула администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çĕртме уйăхĕн 11-12-мĕшĕсенче ирхи пилĕк сехетрен каçхи саккăрччен вырăн-вырăн çулсене хупĕç. Хула çыннисемшĕн чару çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. Масарсем çине çитсе килме палăртакансем валли халăха турттаракан транспортсем ĕçлĕç. Вĕсен шутне ӳстернĕ: маршрутра вăтам тата пысăк калăпăшлă 25 ытла автобус тата 15 пĕчĕк автобус ĕçлĕ. Рейссем хушшинчи вăхăта та чакарĕç, кашни 2-3 минутранах халăх транспорчĕ çÿрĕ. Юлия Адюкова, Татьяна Молокова, Бахтияр Велиев