Куççуль витĕр — аса илӳ
Хĕрлĕ Чутай районĕнче паян Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă 3 çын пурăнать. Иртен çулсем хаяр çапăçусем витĕр тухнă нумай ветерана пиртен уйăрса кайрĕç. Вĕсен паттăрлăхне асра тытакансем - мăшăрĕсемпе ачисем. Салтак арăмĕсем районта 46-ăн, тыл ĕçченĕсем 165-ĕн пурăнаççĕ. Вĕсенчен пĕринпе манăн ĕçтешсем курса калаçрĕç. Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан Елена Захарова - вулавăшра яланах кĕтнĕ хăна. Е хаçат-журналпа паллашма килет, е çитĕнекен ăрăва хăйĕн мăшăрĕ Ефим Захаров пирки каласа парать. 1940 çулта çара лекнĕ çамрăка вăрçă пуçлансан 2-мĕш эскадронăн 16-мĕш кавалери полкне куçараççĕ. Ача садне çӳрекенсем Елена Васильевна каласа панинчен унăн мăшăрĕ Беларусь çĕрĕнчи Мозырь хулине хăтарнă çĕре хутшăннине пĕлеççĕ. 44-мĕш çулта ӳпке чирне пула Ефим Феофановича сипленме яраççĕ, унтан киле ăсатаççĕ. Вăрçă хыççăн вĕсем пĕрлешеççĕ. Елена Васильевна унпа çемье çавăрсан инкек-синкек çулăхма пăрахнине калать. Терт-нушаллă ачалăхне пăлханса аса илет вăл. Синкер самана ашшĕне репресси саламачĕ лекнинчен пуçланнă. – Ун чухне нумай çынна ăсатнă. Пирĕн ялтан 20 çын. Инкек чӳречерен шаккасан хуйхă алăкран кĕрессе кĕтсех тăр тенĕ пекех, Елена Васильевнăн тертлĕ кунсем пуçланаççĕ. Амăшĕн тăватă ачана ура çине тăратмалла. Çитменнине вăрçă пуçланать. – Мана тӳрех окоп алтма илсе кайрĕç. Апине илсе каяймаççĕ, ача пĕчĕккĕ унăн. Эпир алтман-ха окопне. Пире сӳçесем касса паратчĕç те çавна çунтармаллаччĕ. Ваттисем тĕпĕсене кăклатчĕç. Кинемей çав çул шартлама сивĕ пулнине аван астăвать. – 42 градус пулнă ун чухне. Канма лартăмăр та кăвайт умне ман çăпата çунса кайнă. Кантри çеç тăрса юлнă. Яла вара хăр тăлăпа çитнĕ. Çапла мĕн вăрçă пĕтичченех йывăр ĕçсенче тертленнĕ Елена Захарова. – Çулталăк алтрăмăр пуль окоп. Кайран Çĕмĕрле вăрманне илсе кайрĕç. Торф кăларнă çĕрте те пулнă Горький облаçĕнче. Ĕçлеме çӳренĕсер пуçне куланай тӳленине каласа парать ватă. Укçа çуккипе ĕне сутнине хурланса аса илет. – Çĕр çăмарта çулталăкне памалла. Сысна усрасан тирне памаллаччĕ. Хусах налукĕ 150 тенкĕ пулнă. Тата çар налукĕ 150 тенкĕ. Çĕнтерĕве куççуль витĕр кĕтсе илнине те манмасть кинемей. – Сăр леш енне кайнăччĕ пасара ун чухне. Пельняна çитнĕ те вăрçă пĕтнĕ теççĕ. Çавăнтах хытса тăтăмăр, макăрма пуçларăмăр. Паян Елена Васильевна хĕрĕпе, виçĕ мăнукĕпе тата вĕсен çичĕ ачипе савăнса пурăнать. ЕЛЕНА ЧУБАЙКИНА: «Пирĕн библиотекăра «Шанчăк» клуб ĕçлет. Ветерансемпе инвалидсем çавăнта çӳреççĕ. Елена Васильевна та унта çӳрет. Чутай юррисене нумай пĕлет. Юрлама юратать вăл». Елена Васильевна шăрантаракан юрăсем ытларах çемьери хутшăнусем пирки, ĕçе хăнăхса ӳсмелли çинчен. – Кинеми виçĕ мăнукне пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Вĕсен ачисене те юрăри пек çулла сулхăнра лармалла маррине калать. – Кам ĕçлет – çав çиет. – Эпир ĕçленĕ, çавăнпа нумай пурăнатпăр