ru24.pro
Новости по-русски
Июнь
2022

«Рублевая зона» конкурс финалӗ иртӗ

Çĕртме уйăхĕн 9-мӗшӗнче Шупашкар Раҫҫейри финанс журналистикин центрӗ пулса тӑрӗ. Чӑваш Ен тӗп хулинче «Рублевая зона» конкурс финалӗ иртӗ. Ун шайӗнче финанс пелĕвĕпе семинарсем, экспертсемпе тĕл пулусем, ҫавӑн пекех чи лайӑх журналистсене чыслĕç. Регионти финанс журналистикин «Рублевая зона» конкурсӗ 2014-мĕш ҫултан пуҫласа иртет. Конкурса йышӑнакан регионсен влаҫ органӗсем пулӑшнипе Раҫҫейӗн тӗрлӗ хулисенче иртет. Конкурс сессийӗсем Сочире, Хусанта, Калининградра, Чулхулара, икӗ хут Шупашкарта иртнӗ. Кӑҫал конкурса çĕршыври 41 субъектри журналистсенчен 180 заявка йышӑннӑ. Финал йăли-йĕркипе пӗр куна экономикӑпа финанс пĕлĕвне халаллӗҫ. Лауреатсем умӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Раççей Патшалӑх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков тата ытти экспертсем тухса калаҫӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енри Правительство ҫуртĕнче конкурс ҫӗнтерӳҫисене чыслĕç