ru24.pro
Новости по-русски
Июнь
2022

Сĕт кунне уявларĕç

Сĕт кунне уявларĕç

Çуллахи каникул – ачасемшĕн савăнăçлă вăхăт. Çак тапхăра асра хăварма «Етĕрне сĕчĕ» завод ĕçченĕсем пĕчĕккисем валли уяв йĕркелерĕç. Ăна пĕтĕм тĕнчери сĕт кунне тата ачасене хӳтĕлемелли куна халалларĕç. Кăсăклă конкурссем, тӳлевсĕр атракционсем, экскурси. Тутлă та савăнçăлă уявпа пирĕн сюжетра паллашма пултаратăр. Ачасен хаваслă кулли – çемье çеç мар, çĕршыв илемĕ те. Пĕчĕккисемпе аслисене телейлĕ туйăмсем парнелеме вара уявсем пулăшнине «Етĕрне сĕчĕ» завочĕн ертӳçисем аван пĕлеççĕ. Вĕсем тăрăшнипе кăçал 5

<p>&Ccedil;уллахи каникул &ndash; ачасемшĕн савăнă&ccedil;лă вăхăт. &Ccedil;ак тапхăра асра хăварма &laquo;Етĕрне сĕчĕ&raquo; завод ĕ&ccedil;ченĕсем пĕчĕккисем валли уяв йĕркелерĕ&ccedil;. Ăна пĕтĕм тĕнчери сĕт кунне тата ачасене хӳтĕлемелли куна халалларĕ&ccedil;. Кăсăклă конкурссем, тӳлевсĕр атракционсем, экскурси. Тутлă та савăн&ccedil;ăлă уявпа пирĕн сюжетра паллашма пултаратăр. Ачасен хаваслă кулли &ndash; &ccedil;емье &ccedil;е&ccedil; мар, &ccedil;ĕршыв илемĕ те. Пĕчĕккисемпе аслисене телейлĕ туйăмсем парнелеме вара уявсем пулăшнине &laquo;Етĕрне сĕчĕ&raquo; завочĕн ертӳ&ccedil;исем аван пĕле&ccedil;&ccedil;ĕ. Вĕсем тăрăшнипе кă&ccedil;ал 5-мĕш хут анлă лару-тăрура пĕр лапама пу&ccedil;тарăнма пултарчĕ&ccedil; етернесем. ГАЛИНА ВАСИЛЬЕВА: &laquo;Мăнуксемпе килнĕ, ачасемпе. Лайăх, питĕ савăнă&ccedil;лă. Тавтапу&ccedil; пурне те, ертсе пыракансене &ccedil;акăн пек праздник туса панăшăн ачасене. Ачасем йогурт &ccedil;ие&ccedil;&ccedil;ĕ нумайрах, кефир та юрата&ccedil;&ccedil;ĕ, хамăр та &ccedil;авна юрататпăр&raquo;. Сĕт, хăйма, турăх, тăпăрчă, йогурт тата ытти те. &laquo;Етĕрне сĕчĕ&raquo; пĕрлешӳ туса кăларакан продукцие паян Чăваш Енре &ccedil;е&ccedil; мар, &ccedil;ĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче те лайăх пĕле&ccedil;&ccedil;ĕ. Сĕт-&ccedil;у таварĕ тутлă пулнипе пĕр танах техемлĕ те паха. Кăна кашниех &ccedil;ирĕплетме пултарать. МАРИЯ ВАЛИНА: &laquo;Унта пирĕн нимĕнте хушма&ccedil;&ccedil;ĕ, таса сĕтрен тăва&ccedil;&ccedil;ĕ, ĕне сĕтĕнчен&raquo;. Батут &ccedil;инче чун каниччен сикнĕ, чуччусемпе ярăннă, юрласа ташланă хы&ccedil;&ccedil;ăн кашниех тутлă йогуртпа е сĕтпе сăйланса вăй пухма пултарчĕ. Ашшĕ-амăшĕ туянакан Етĕрне сĕтне тата ытти тутлă юр-вар &ccedil;имĕ&ccedil;е мĕнлерех туса кăлара&ccedil;&ccedil;ĕ-ши? &Ccedil;ак ыйту чылай ачана кăсăклантарать. Уява пухăннисен вара завод ĕ&ccedil;ĕ-хĕлĕн вăрттăнлăхĕсене пĕлме, унта вырна&ccedil;нă оборудованипе тĕплĕнрех паллашма та май пулчĕ. МАРИНА ДАНИЛОВА: &laquo;Бутылкăсем мĕнле тухнине, сĕтсем мĕнле кайнине ачасене питĕ интереслĕ курма. &Ccedil;акăн пек уявсем ачасем валли, паллах, кирлĕ. Вĕсем &ccedil;ĕннине пĕлме пулăша&ccedil;&ccedil;ĕ&raquo;. СЕРГЕЙ ТОКСУБАЕВ: &laquo;Эпир ачасем, аслă классенче вĕренекенсем валли пĕр хутчен экскурси ирттерместпĕр ĕнтĕ. Сĕт лавккана кайса килнипе &ccedil;е&ccedil; пулмасть. Ачасем сĕте мĕнле майпа туса кăларнине ăнлаччĕр тетпĕр. Кунта вĕсем пĕтĕмпех курма пултара&ccedil;&ccedil;ĕ. Тен, ачасенчен хăшĕ-пĕри малашне сĕт юр-вар продукцийĕ туса кăларса, &ccedil;ынсене тăрантарас ĕ&ccedil;е те суйласа илĕ&raquo;. Малашлăхра предприяти тĕрлĕ тĕслĕ чăкăт-сыр, ача-пăча апачĕ кăларма та палăртать. Эппин, пĕчĕккисем кăмăллакан продукци шучĕ лавккасенче те, сĕтел &ccedil;инче те татах та ӳсĕ. Юлия Адюкова, Сергей Емельянов<strong>&nbsp;</strong></p>