ru24.pro
Новости по-русски
Июнь
2022

Раççей картти çула тухать

Раççей картти çула тухать

Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕ – Раççей кунĕ. Ăна анлă та пуян ирттерме палăртаççĕ. Патшалăх уявĕ умĕн вара савăнăçлă лару-тăрура тĕрленĕ Раççей карттине пахалаççĕ. Çак ыйтăва влаçра тăрăшкансен тунтикунсерен иртекен ларăвĕнче хускатрĕç. СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Раççей кунне эпир халăхпа пĕрле ирттеретпĕр. Пĕтĕм Раççейпе пĕрле. Республика шайĕнче кашни культура учреждени уява ирттерме хутшăнать – 700 ытла мероприяти иртет кашни учрежденинче. Вĕсене 90 000 ытла çын хутшăнĕ. Пысăк мероприятисем Шупашкарта иртĕç». Çĕртме уй

<p>&Ccedil;ĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕ &ndash; Ра&ccedil;&ccedil;ей кунĕ. Ăна анлă та пуян ирттерме палăрта&ccedil;&ccedil;ĕ. Патшалăх уявĕ умĕн вара савăнă&ccedil;лă лару-тăрура тĕрленĕ Ра&ccedil;&ccedil;ей карттине пахала&ccedil;&ccedil;ĕ. &Ccedil;ак ыйтăва вла&ccedil;ра тăрăшкансен тунтикунсерен иртекен ларăвĕнче хускатрĕ&ccedil;. СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: &laquo;Ра&ccedil;&ccedil;ей кунне эпир халăхпа пĕрле ирттеретпĕр. Пĕтĕм Ра&ccedil;&ccedil;ейпе пĕрле. Республика шайĕнче кашни культура учреждени уява ирттерме хутшăнать &ndash; 700 ытла мероприяти иртет кашни учрежденинче. Вĕсене 90 000 ытла &ccedil;ын хутшăнĕ. Пысăк мероприятисем Шупашкарта иртĕ&ccedil;&raquo;. &Ccedil;ĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Ен Надежда Бабкина юрă&ccedil;а кĕтсе илет. Патăрьел, Куславкка, &Ccedil;ĕнĕ Шупашкар тата ытти те &ndash; &laquo;Ра&ccedil;&ccedil;ей юрри&raquo; марафонпа вăл 10 районпа хулара пулать. Паллах, Ра&ccedil;&ccedil;ейĕн тĕрленĕ карттине те ку эрнере халăх умне кăлара&ccedil;&ccedil;ĕ. &Ccedil;ĕртме уйăхĕн 10-мешĕнче филармонинче презентаци иртет. Кунта &ccedil;акна та палăртса хăвармалла, карттăна тĕрленĕ &ccedil;ĕре пур регионтан та 200-е яхăн тĕрĕ&ccedil;ĕ хутшăннă. &laquo;Паха тĕрĕ&raquo; фабрикăра фрагментсене сыпăнтарса пĕтернĕ. Сăмах май, Ра&ccedil;&ccedil;ей империйĕн карттине 150 &ccedil;ул каялла тĕрленĕ пулнă. 1872-мĕш &ccedil;улта &Ccedil;веттуй Екатерина орденĕллĕ Мускав училищин вĕренекенĕсем тĕрленĕ ĕ&ccedil;е 2-мĕш Александра парнеленĕ пулнă. &Ccedil;ак тĕрленĕ картта халĕ Мускав Кремлĕн музейĕнче упранать. Ра&ccedil;&ccedil;ейри тĕрĕ ăстисен пĕрлештернĕ ĕ&ccedil;ĕ управăша &ccedil;итиччен &ccedil;ула тухать. &Ccedil;ĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче филармонинче презентаци иртнĕ хы&ccedil;&ccedil;ăнах карттăна Санкт-Петербургра иртекен анлă форума илсе кая&ccedil;&ccedil;ĕ. Унтан ăна Республика кунне палăртма пухăнакансем Шупашкарта пахалама пултара&ccedil;&ccedil;ĕ. СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: &laquo;Ра&ccedil;&ccedil;ей карттине тĕрленĕсĕр пу&ccedil;не эпир регионсемпе пĕрле 82 панно хатĕрленĕ. Вĕсенче кашни регионăн хăйне евĕрлĕ ĕ&ccedil;не курма пулать. Вăл панносем Чăваш Енрех юла&ccedil;&ccedil;ĕ. 11-мĕш июньтен вĕсем чăваш тĕррин музейĕнче вырна&ccedil;а&ccedil;&ccedil;ĕ. Курма пулать вĕсене. Тĕрлĕ регионсем Ра&ccedil;&ccedil;ей карттине мĕнле курма пулать тесе ыйта&ccedil;&ccedil;ĕ. Паянхи куна Тулăран &ccedil;ыру ярса панă хăйсем патне &ccedil;итерме. Ханты-мансийскран. Унсăр пу&ccedil;не Мускавран та сĕнӳпе тухрĕ&ccedil;. Декабрьте вăл Мускава &ccedil;итмелле&raquo;. Кă&ccedil;ал Ра&ccedil;&ccedil;ейре культура эткерлĕхĕн &ccedil;улталăкĕ. Раштав уйăхĕн вĕ&ccedil;ĕнче ăна пĕтĕмлетсе &ccedil;ĕршывăн тĕп хулинче пысăк уяв ирттере&ccedil;&ccedil;ĕ. Ра&ccedil;&ccedil;ейĕн тĕрленĕ картти унта та куравра пулĕ. Алина Сусметова, Юрий Марков<strong>&nbsp;</strong></p>