ru24.pro
Новости по-русски
Апрель
2022

Вĕсен аллинче – пин-пин çын пурнăçĕ

Вĕсен аллинче – пин-пин çын сывлăхĕпе пурнăçĕ. Чи кирлĕ самантра васкавлă медицина пулăшăвне кӳрекен ĕçченсем паян професси уявне паллă тăваççĕ. Пĕлтерĕшлĕ кун шур халатлă асамçăсене Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов саламларĕ. Темиçе теçетке каялла, васкавлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме фельдшерсемпе тухтăрсем, санитарсем лаша кÿлсе çула тухнă. XXI-мĕш ĕмĕрте вара ĕçĕ хăтлă та меллĕ, хальхи йышши машинăсем çăмăллатаççĕ. Çулсеренех Республикăри медицина катастрофипе васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан центра 300 000 ытла шăнкăрав килет. Чылай чухне васкавлă пулăшу машини больницăна çул тытнă вăхăтра та фельдшерсемпе тухтăрсем çын пурнăçăшĕн кĕрешеççĕ. Ку енĕпе вĕсене машинăна вырнаçтарнă кирлĕ оборудованисем пулăшаççĕ. Васкавлă пулăшу кÿрекен транспорт юсавлăхне яланах тимлĕхре тытаççĕ. Сăмах май, Республикăри медицина катастрофипе васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан центр автобазинче Чăваш Республикин Правительстви пулăшнипе комплекслă юсав ĕçĕсем ирттернĕ. ЛЮДМИЛА БЕЛОВА: «Васкавлă пулăшу служби вăл çăмăл служба мар, пирĕн учрежденинче, чăнах та, хайсен ĕçне пĕлсе, юратса ĕçлекен ĕçченсем вăй хураççĕ. Пирĕн учрежденинче паянхи кун пурĕ 900 ытла фельдшер тата 100-е яхăн тухтăр ĕçлеççĕ. Çак ĕçченсем пирĕн 14 подстанцинче тата вĕсен 29 филиалĕнче вăй хураççĕ». Чылай çул васакавлă медицина службинче вăй хуракан ĕçченсем уявра хисепе тивĕçрĕç. Пархатарлă ĕçшĕн тав туса вĕсене малашне те ăсталăха çӳллĕ шайра кăтартса хăвăрт та тĕрĕс йышăнусем тума сунчĕç. Юлия Адюкова, Роза Деменцова, Юрий Марков