ru24.pro
Новости по-русски
Апрель
2022

Çынсен пурнăçне çăлаççĕ

1989-мĕш çулта ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Мускавра васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан станцисемпе пациентсене куçарса çӳремелли кӳмесем йĕркеленнĕ. Каярахпа çак опытпа çĕршыври ытти хула та усă курма пуçланă. Чăн-чăн медицина ĕçченĕсен мĕнле пулмалла? Çак тытăмра ĕçлеме пурте хал çитереççĕ-и? Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ медицина катастрофипе васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан центр ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Ку пысăках мар пӳлĕмре фельдшерсем, медицина сестрисем лараççĕ. Йывăрлăха лекнĕ пациентсенчен шăнкăрав йышăнаççĕ. Ăнсăртран чирлесе ӳкнĕ-и е синкерлĕ лару-тăрура аманнă-и – васкавлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерекенсем яланах сыхă. ВАЛЕНТИНА ТЕЛЬЦОВА: «Паянхи кун васкавлă пулăшу паракан медицина центрĕ Чăваш Республикипех кашни кун 2 000 яхăн шăнкăрав йышăнать. Çав шăнкăравсем хушшинче урăх больницăсене куçарса паракан шăнкăравсем те пур. Вĕсем патне терапевтсем участокран çӳреççĕ тата пирĕн васкавлă пулăшу паракан бригадăсем тухаççĕ. Питĕ тăрăшса ĕçлеççĕ, васкавлă пулăшу паракан медицина службин чи малтанхи тĕллевĕ вăл – çын пурнăçне çăлса хăварасси». Ку ĕçре чи малтанах тӳсĕмлĕх кирлĕ. Чирпе аптранă кашни çынна лăплантарса сĕнӳ-канаш пама та пĕлмелле. Кăшăллă вирус алхаснă вăхăтра медицина катастрофипе васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан центра шăнкăравсен йышĕ 2 хут нумайрах килнĕ. Халĕ лару-тăру лăпкăрах. Чир палăрмĕсен 90 проценчĕ – температура, вăраха кайнă чирсем, чĕре, вар-хырăм ыратни. Пĕр пациент та тимлĕхсĕр юлмасть. Чирлĕ çынна васкавлă та тивĕçлĕ пулăшу панă чухне професси ăсталăхĕпе пĕрлех медицинăри тĕрлĕ специальность вăрттăнлăхĕсене пĕлни те пĕлтерĕшлĕ. Фельдшерăн терапевт, хирург, педиатр, акушер-гинеколог та пулмалла. Чылай чухне кашни çеккунт шутра. МАКСИМ ГРИГОРЬЕВ: «Пушар хыççăн çынна илсе тухрăмăр. Вăл сĕрĕмпе аптранă. Вăл унта нумай выртнă пулмалла. Эпир пĕрремĕш пулăшу патăмăр. Шел пулин те, эпир ăна çăлса хăвараймарăмăр. Ку нумаях пулмасть Çĕнĕ Шупашкарта пулнăччĕ». Çынсене çăласси – васкавлă пулăшу уйрăмĕн ĕçченĕсен кулленхи ĕçĕ. Пациентсем вара ăна паттăрлăхпа танлаштараççĕ. Елизавета Цветкова, Екатерина Никитко, Георгий Кривошеин