ru24.pro
Новости по-русски
Апрель
2022

Раççей киновĕ аталанать

Чăваш Ен пĕтĕм çĕршыври «Раççей киновĕ» проекта хутшăнать. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев кинопа телекурав продюсерĕн Ассоциацийĕпе тата стратеги пуçарăвĕсен Агенствипе килĕшӳ тунă. Чăваш Ен проекта хутшăннă çĕршыври 19-мĕш регион пулса тăчĕ. Чăваш Енре кино аталанăвне пулăшни – республика илĕртӳлĕхне ӳстерĕ, çĕнĕ инвестици проекчĕсене явăçтарма тата туризма аталантарма май парĕ. КРИСТИНА МАЙНИНА: «Кăçал кĕске метражлă 3 фильм тăвас тетпĕр. Фильмсене паллă ентешсене халалласшăн. Çавна май, компанисен проекчĕсен тăкакĕсене саплаштармалла. Пирĕн тăрăхра çак фильмсене ӳкерме кĕрекен проектлă ушкăнсене компенсацилеме планлатпăр. Паллах, компанисем Чăваш Ен территорийĕнче тăкакланĕç. Чăваш Ен – фильм ӳкермелли лаптăк пулĕ».