ru24.pro
Новости по-русски
Апрель
2022

Физкультурăпа спорта кăмăллаççĕ

«Ěçпе хӳтěлеве хатěр» комплекс спортпа туслисен йышне ӳстерме, çамрǎксене сывǎ пурнǎç йěркине пǎхǎнма хǎнǎхтарать. Çулсеренех нормативсене паракансен шучě ӳссе пырать. Тепĕр çул ку енпе кашни муниципалитетрах ятарлă пулăм пулмалла. Раççей спорт министерствипе килĕшӳллĕн «ĕçпе хӳтĕлеве хатĕр» нормативсене пурнăçлакансем валли лапамсем ял тăрăхĕсенче те 2023-мĕш çулччен уçасшăн. Çавăн пекех «Белые камни» физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен центрта вара «Артек» «Губеранторсен лагерĕ» проектпа килĕшӳллĕн çамрăксем, аслăрах çултисем хăйсене спорт тĕсĕсенче тĕрĕслеме пултарĕç. Ун пирки çак кунсенче Республикăри спорт министрĕ Василий Петров пĕлтерчĕ. «Ĕçпе хӳтĕлеве хатĕр» комплекс нормисене ăнăçлă паракансене медальпе, «ылтăн паллăпа» чыслаççĕ. Федераци операторĕн рейтингĕ тăрăх пĕлтĕрхи кăтартусемпе килĕшӳллĕн Чăваш Ен ГТО нормисене пурнăçлассипе 45-мĕш вырăнтан 27-мĕш таран çитнĕ. 11 пин те 400 ытла çын хăйне тĕрĕсленĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 13 пин ытла çын «Ěçпе хӳтěлеве хатěр» комплекс хăнăхтарăвĕсене пурнăçланă ĕнтĕ. «Тĕрлĕ предпиятире вăй хуракансем, влаç тытăмĕнче тăрăшакансем çак юхăма кĕрсе кайрĕç. Çапах та республикăри тĕрлĕ халăхăн культура пĕрлешĕвĕсен те «Ĕçпе хӳтĕлеве хатĕр» комплекс нормисене парсан лайăх», – терĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Регина Кубайкина, Павел Иритков