Патшалăх тимлĕхĕнче
Чăваш Енри çăмăл промышленность предприятисене тĕп тытăма йĕркелекеннисен шутне кĕртмелле. Ку вĕсене тĕрлĕ çăмăллăхпа усă курма май парать. Кун пирки эрне кун санкци тапхăрĕнче Чăваш Республикин экономикине çирĕп аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ штаб ларăвĕнче сӳтсе яврĕç.