Синкерлĕ лару-тăрупа кĕрешеççĕ
Çанталăк ăшăтса пынă май çынсем те вăрмана канма, уçăлма тухма пуçлаççĕ. Тĕтĕмленĕ какай, пулă ытти апат хатĕрленĕ чухне кăвайт чĕртеççĕ. Çавна пула пушар алхасма пултарас хăрушлăх та пур. Çакна, районсенчи çӳп-çап полигонĕсене хупасси тата ытти ыйтăва сӳтсе яврĕç паян ведомствăсен хушшинче иртекен комисси ларăвĕнче.