Çамрăксен форумĕ иртрĕ
Пушкăрт Республикинче, Чĕмпĕрпе Ĕренпур облаçĕсенче, Самар тăрăхĕнче, Пенза, Питĕр, Чĕмпĕр хулисенче пурăнакан хастар чăваш çамрăкĕсем çак кунсенче Чăваш Ене пухăнчĕç. Вĕсене малтанах несĕлсен йăлара усă куракан тĕрлĕ хатĕрпе паллаштарчĕç. Унта пурте ташă картине тăрса тăван халăх юррипе, ташшипе савăнчĕç. Кăçалхипе ку регионсен шайĕнче иртекен чăваш çамрăкĕсен 2-мĕш форумĕ. Чăваш наци конгресĕ çумĕнче чăмăртаннă «Хастар» çамрăксен ушкăнĕ аякри йăхташăмăрсене пĕрлештерес, тăван чĕлхене упрас енĕпе, чăваш культурине аталантарас тĕллевпе тĕрлĕ пуçарусем йĕркелет. Вĕсенчен пĕри – çамрăксен форумĕ. Аякран килнĕ йăхташăмăрсем хаваспах унта хутшăннине пытармаççĕ. Тĕрлĕ викторинăра, конкурсра хăйсен пĕлĕвне тĕрĕсленĕ хыççăн ура хуçса чăваш ташшине яра пачĕç. АНАСТАСИЯ СИДОРОВА: «Чăвашсем яланах: «Пĕрлĕхре – вăй», – тесе каланă. Çак пĕрлĕхре вăй пулнине чăнласах ăнланса туйса илтĕмĕр. Кунта пурте чăваш чунĕллĕ, чăваш чĕлхине хисеплекен яш-кĕрĕм пухăннă. Вĕсем çине пăхса, чăнах та, чун савăнать. Пирĕн çамрăксенче пуласлăх. Çавăн пек хастар çамрăксем пулсассăн пирĕн чăвашлăхăн пуласлăхĕ, чăнах та, пысăк тесе шутлатăп». Чăваш çамрăкĕсен форумĕ çитес вăхăтра Питĕр, Самар, Пенза хулисенче тата Тутар Республикинче иртмелле. Регина Кубайкина, Олег Цыпленков