ru24.pro
Новости по-русски
Апрель
2022

Тĕллевлĕ программăпа йĕркелекен йышăнупа вĕренӳ

Чăваш Ен çамрăкĕсене регионтах вĕренме тата ĕçлеме тивĕçлĕ те хушма майсем туса парасси – тĕп вырăнта. Ку енĕпе аслă тата вăтам пĕлӳ паракан учрежденисенче тĕллевлĕ программăпа пурнăçлакан йышăнупа вĕренӳ те пулăшса  пыраççĕ.  Палăртнă йĕркепе çыхăннă ĕçсене еплерех аталантармалла? Çак тата ытти ыйтăва  Чăваш патшалăх университетĕнче иртнĕ ĕçлĕ канашлура сӳтсе яврĕç. Тĕлпулăва Чăваш Ен пуçлăхĕн Администрацийĕн ĕçченĕсем,   ĕç тăвакан влаç органĕн ертӳçисем, министрсем, муниципалитет пуçлăхĕсем тата аслă вĕренӳ заведенийĕсенче тăрăшакансем пухăнчĕç. Паян  тĕллевлĕ программăпа пурнăçлакан йышăнупа тата вĕренӳпе çыхăннă ыйту сахал мар. Калăпăр, çамрăксенчен чылайăшĕ çак йĕркепе килĕшӳллĕн вĕренме суйласа илет, анчах вăхăт иртсен хайĕн шухăшне улăштарать. Çакнашкал пăтăрмахсем ан пулччăр тесен яш-кĕрĕме кăсăклантарма, хавхалантарма хушма мелсем шухăшласа кăлармалла, палăртрĕç ларура. Абитуриентсене тĕллевлĕ программăпа вĕренме йышăнасси тата пĕлӳ парасси – университетсенчен çеç килмест. Мунициалитетра тăрăшакансен те ку енĕпе тăрăшса ĕçлемелле, шкул ачисемпе тĕлпулусем ирттерсе тĕрĕс информаци çитермелле.