ru24.pro
Новости по-русски
Апрель
2022

Чăваш Ен çĕнтерӳ кунне хатĕрленет

Аслă Çĕнтерĕве халалланă çар парадне Чăваш Ен тăрăшсах хатĕрленет. Вăл республика тӳремĕнче иртĕ. Халĕ хатĕрленӳ ĕçĕсем пыраççĕ. Çар парачĕн репетицийĕнче пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те пулса курчĕ. Аслă Çĕнтерӳ кунне Шупашкар кăçал та - 77-мĕш хут - мăнаçлăн кĕтсе илме хатĕрленет. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче республика тӳремĕнче чаплă лару-тăрура чăн-чăн салтакла утса, тăнăç пурнăçа упракансем, право йĕркине хураллакансем, синкерлĕ лару-тăру министерствин ĕçченĕсем, Афганистанпа Çурçĕр Кавказра палăрнисем, кадет шкулне çӳрекенсем хисеплĕ ветерансен умĕпе чыс парса утĕç. Çар парачĕн репетицийĕсем тĕп уявччен татах та пулĕç.