ru24.pro
Новости по-русски
Апрель
2022

Сиенлĕ хутăш калăпланă

Следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕ Çĕнĕ Шупашкарти пĕр пĕрлешӳре ĕçлекен директор тĕлĕшпе уголовлă ĕçе тĕпченĕ. Арçын нумай хваттерлĕ çуртра сиенлĕ хими хутăшĕсемпе усă курса дезинфекци тăвакан шĕвек хатĕрленĕ. Следстви палăртнă тăрăх, 2020-мĕш çулхи пуш уйăхĕнчен пуçласа 2021-мĕш çулчченхи çĕртме уйăхĕччен, пĕр  пĕрлешӳре ĕçлекен директор Çĕнĕ Шупашкарти нумай хваттерлĕ çуртра хими шĕвекĕ тунă. Пӳлĕме сиенлĕ хутăш тухасран хӳтĕлемелли  хатĕрпе тивĕçтермен. Тĕрĕслев тăрăх, сиенлĕ  хутăш виçи пӳлĕмре 31 хут ытлашши пулнă. Урамра 2 хут ытла. Çакă çынсен сывлăхне  пысăк сиен кӳме пултарнă. Халĕ уголовлă ĕçе суд пăхса тухĕ.