Хăрушсăрлăх ыйтăвĕ тимлĕхре
Çынсем пысăк йышпа пухăнакан вырăнсенче хăрушсăрлăх йĕркине туллин йĕркелеменшĕн кам айăплă? Тата вĕсене хăçан татса парĕç? Шкул ачисен çуллахи канăвне тивĕçлĕ шайра йĕркелеме пултараççĕ-и? Ку тата ытти ыйтăва Чăваш Республикин террорпа кĕрешекен комиссийĕнче тата оперативлă штабра пăхса тухрĕç.