ru24.pro
Новости по-русски
Апрель
2022

Эмел туянассипе чăрмав пулмалла мар

Çăмăллăхпа эмел илсе тăракансене препаратсемпе тивĕçтересси республикăра чăрмавлă пурнăçланать. Ку ыйтăва правительство çуртĕнче иртнĕ ларура тишкерчĕç. Чăваш Енри сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов препаратсене кӳрсе килессипе хăш-пĕр йышăнăва улшăнусем кĕртме тата урăх саккунпа ĕçлеме сĕнчĕ. Çĕнĕлле ĕçлени эмелсене вăхăтра кӳрсе килме май парĕ. Халĕ кирлĕ хутсене хатĕрлесе килĕшӳ тумалла.