Кирлипе тивĕçтереççĕ
Çăвăнмалли, ура тăхăнмалли, тумланмалли, тутлă апат-çимĕç тата ытти те. Донецк тата Луганск халăх республикисенчен Чăваш Ене куçса килме тивнĕ çынсене пур япала та кирлĕ. Шар курнăскерсене республикăра пурăнакансем вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ.