Авиаципе космонавтика кунĕ
Паян пĕтĕм тĕнчере - Авиаципе космонавтика кунĕ. Пĕрремĕш çын уçлăха парăнтарнăранпа шăп 61 çул çитрĕ. Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Юрий Гагарин «Восток» уçлăх карапĕпе тĕнчере пĕрремĕш хут çĕр чăмăрĕ тавра çаврăннă. Тепĕр çулталăкран çак куна патшалăх уявĕ тесе йышăннă. Чăваш Енре ăна кашни çулах анлă паллă тăваççĕ.