ru24.pro
Новости по-русски
Апрель
2022

Космонавтпа видео çыхăну мелĕпе калаçрĕç

Шупашкарти Андриян Николаев космонавт ячĕпе хисепленекен 10-мĕш шкулта  вĕренекенсем мухтавлă ентешĕмĕрпе Николай Бударинпа видео çыхăну мелĕпе  калаçрĕç. Хăйсене кăсăклантаракан ыйтусен хуравĕсене тупма пултарчĕç. Тĕнче уçлăхне хăпарсан космонавт чирлеме пултарать-и? Космосри илемлĕхе тата мĕнпе танлаштарма пулать? Çакна халĕ  шкул ачисем кĕнекере вуласа мар, чăн-чăн космонавтран, ентешĕмĕртен ыйтса пĕлчĕç «Космос» космонавт отрядне çӳрекенсем. Николай Бударин Чăваш Республикинчи Улатăр районĕнче çуралнă. Летчик-космонавт Раççей Федерацийĕн Геройĕ ята  тивĕçнĕ. Кунашкал тĕл пулусем ачасен патриотлăх туйăмне вăратать. Тен, вĕсен хушшинче пулас летчик-космонавтсем те çитĕнеççĕ, палăртрĕ республика ертӳçи Олег Николаев.