Ачасем çунат хушаççĕ
Чăн-чăн арçыннăн йывăç лартмалла, çурт тумалла, ача çуратмалла теççĕ халăхра. Олимп резервĕн шкулĕнче - тренер, ача садĕнче - инструктор, спорт залта - чирлидинг тата хип-хоп вĕрентенекенĕ… Спорт тĕнчинче Петр Трофимов ячĕ республикипех кĕрлесе тăрать. Ултă çул каялла пысăк спорт хыççăн вăл ачасемпе ĕçлеме пуçланă. Чăваш Ен наци телевиденийĕ Республикăри ашшĕсен пĕрлешĕвĕпе пĕрле пуçарнă «Чăн-чăн атте» проектра общество пурнăçĕнче, тĕрлĕ конкурсра хастар хутшăнакан арçынсем çинчен каласа парасшăн.