ru24.pro
Новости по-русски
Апрель
2022

Кăвак çулăмпа савăнаççĕ

Чăваш Енре кăвак çулăмпа тивĕçтерес ĕç туллин пурнăçланса пырать. Газ кĕртме 2500 ытла çын килĕшӳ çырнă. 800-е яхăн çурта ăшă çитнĕ. Ыттисем кăçал кăвак çулăмлă пулĕç. МАРГАРИТА МИХАЙЛОВА: «Электричествăпа усă курнă чухне уйăхне 12 000-13 000 тухса кайнă. Халь газ кĕртнĕ хыççăн нумай-нумай хут сахалрах тӳлеме пуçларăмăр. Уйăхне хытă сивĕсенче те, хĕлле январь, февраль уйăхсенче те виçĕ пин кăна тухса каять». Шупашкар районĕнчи Михайловсем Хураçырмара 30 çула яхăн пурăнаççĕ. Çурта вĕсем электричествăпа ăшăтнă, анчах та упăшкин сывлăхĕ хавшани, тӳлевĕ хаклă пулни, хăрушлăх патне илсе çитерме пултарасси вĕсене кăвак çулăм кĕртме хистенĕ. Çитменнине газ пăрăхĕсем çурт çумĕнченех иртсе каяççĕ. Иртнĕ çулта Михайловсем тĕллеве пурнăçланă. Вĕсем газ кăмакине, плитине тата счетчикне туяннă. МАРГАРИТА МИХАЙЛОВА: «Чăваш Президенчĕ Олег Алексеевич тата пире çăмăллахсем туса парас тесе пире льготăсем туса пачĕ. Пире газ оборудовани илнĕшĕн тата 20 000 таран укçа хушса пачĕ. Вара вăл укçана эпир февраль уйăхĕнче илтĕмĕр». Кăвак çулăм кĕртнипе Михайловсем питĕ кăмăллă. Газ плитипе вĕри апат хатĕрлеме те хăвăртрах пулать, çурт та ăшăрах. ПЕТР МИХАЙЛОВ: «Мана газ плитисине чĕртме çăмăлтарах, илме те лайăх». Кашни çурт патне газ пăрăхĕсене тӳлевсĕр илсе çитермелле. Кун пирки Раççей Президенчĕ Владимир Путин иртнĕ çултах хушу кăларнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев газ хатĕрĕсемшĕн тăкакланă укçана саплаштарма йышăннă. Хальлĕхе Михайловсемпе пĕрле ку тĕреве тата 5 çемье илнĕ. АЛЕНА ЕЛИЗАРОВА: «Çак пулăшупа сахал тупăшлă çемьесем, нумай ачаллă çемьесем, сусăр çынсем, вăрçă ветеранĕсем, ĕç ветеранĕсем тата вăрçă ачисем усă курма пулатараççĕ. Льготăпа усă кураканăн харпăр хăй хуçалăхĕ документпа килĕшӳллĕн ун çинче тăмалла». Тĕреве илме социаллă хӳтлĕх пайне е нумай енлĕ пулăшу паракан центра çитмелле. Унпа тивĕçтерме республика хыснинче кăçал икĕ миллион тенкĕ уйăрса хăварнă. Алексей Зотиков, Николай Скворцов, Бахтияр Велиев