ru24.pro
Новости по-русски
Апрель
2022

Çемьесене хушма пулăшу

8 çултан пуçласа 17 çулчченхи ачасемшĕн çемьесене хушма тĕрев парĕç. Пулăшу укçине илмешкĕн ашшĕ-амăшĕсен çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен патшалăх пулăшăвĕсем паракан порталта заявлени çырмалла. Ака уйăхĕнче заявлени çырмалла мар, çу уйăхĕнче кирлĕ хутсене хатĕрленипех çемье тӳрех 2 уйăхшăн пулăшу илĕ. Тĕрев укçине çемье тупăшне шута илсе парĕç. Вăл пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен ытлашши пулмалла мар. Чăваш Енре вăл пĕр çын пуçне 10 756 тенкĕпе танлашать. Аса илтеретпĕр, уйăхсерен паракан пулăшăва малтан ачана пĕччен çитĕнтерекен ашшĕ-амăшĕ çеç илме пултарнă