ru24.pro
Новости по-русски
Апрель
2022

Пулас хӳтĕлевçĕсене çитĕнтереççĕ

Шупашкарти Совет Союзĕн Геройĕ Александр Кочетов ячĕллĕ пĕлӳ çурчĕ – Тăван çĕршывăн пулас хӳтĕлевçисене хатĕрлекен шкул. Унта çак кунсенче уçă алăксен кунĕ иртни пирки эпир куракансене пĕлтернĕччĕ. Патриотлăх туйăмне аталантаракан шкулта çарпа тинĕс флотĕнче хĕсметре тăракан офицерсем те пулса курчĕç. Кадет шкулĕнчи лару-тăрупа паллашрĕç, ачасем мĕнле пурăннипе кăсăкланчĕç. Кунта арçын ачасемпе танах хĕр ачасем те пĕлӳ илеççĕ. Кадет пулса тăриччен кашниех çирĕп тĕрĕслев тухнă. Çивĕч ăспа танах вĕсен сывлăхне те, вăй-халне те хакланă. Кадет корпусĕнче тăрăшакансем çамрăксене çар енĕпе тĕллевлĕ аталанма пулăшаççĕ. Тĕрлĕ региона тухса çӳрени, спорт ăмăртăвĕсене час-часах хутшăнни те çитĕнекен ăрăвăн кăмăл-туйăмне çирĕплетет. Кадет шкулĕнче вĕренекенсем патĕнче маттур çар çыннисем час-часах пулаççĕ. Хăюлăхпа çĕнтерӳ, чап-мухтав пирки чун-чĕре ыйтнипе каласа параççĕ. МИХАИЛ ЕФРЕМОВ: «Мана çакăнта ачасем мĕнле пурăнни питĕ килĕшрĕ. Условисем те вĕсен питĕ лайăх. Эпĕ вĕсене пăхнă хыççăн мана килешсе кайрĕ. Хамăн ачасем çитĕнсе çитсен кадет корпусне яма шухăш тытатăп. Эпĕ хам та Çурçĕр флотĕнче Мурманск хулинче служить тăватăп. Мана питĕ килĕшет. Пĕрремĕш çул мар, 8-мĕш çула кайрĕ. Çак службăна юлса кайрăм та, халь вăл маншăн килти пек». Çарпа тинĕс флотĕнче хĕсметре тăракан офицерсем çĕршыври пур кадет корпусĕнче те пулса курнă. Кунта тарăн пĕлӳ тата патриотла воспитани илме пур майсем те пуррине палăртрĕç. Çар çыннисене хатĕрлекен Шупашкарти чаплă шкул пирки ĕçтешĕсене каласа пама шантарчĕç. Елизавета Цветкова, Николай Скворцов