ru24.pro
Новости по-русски
Апрель
2022

Шкул ачисем гимн юрлаççĕ

Гимн – халăх пуянлăхĕ. Ăна кашни çыннăн пĕлмелле. Çамрăк ăрăвăн пултарулăхне аталантарма, патриотлăх туйăмне çирĕплетме уроксем пуçланас умĕн шкулсенче гимн юрлаççĕ. "Пирӗн Тӑван ҫӗршыв пӗрре" проекта пур пĕлӳ çуртĕнче те ăша хываççĕ. Раççей Геройĕ Николай Гаврилов ячĕпе хисепленсе тăракан Шупашкарти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан 22-мĕш шкулта 7-мĕш çул кашни ир çĕршыв гимнĕнчен пуçланать. 4-мĕш класра вĕренекенсенсем кашни сăмаха ăнланса, мăнаçланса юрлаççĕ. Урăхла май та çук. Çак хĕр ачасемпе арçын ачасем – пулас çар çыннисем, тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем. Патриотлăх туйăмне шкул саккинченех аталантарасси пĕлтерĕшлĕ. ОЛЬГА ОСИПОВА: «Кашни кадет класĕн халĕ хăйĕн проекчĕ пур. Эпир пурте çĕршыва чапа кăларнă чăвашсен ятне пурте пĕлччĕр тесе тăрăшатпăр. Вĕсен ячĕпе хаçат та кăларатпăр. Пирĕн класс, сăмахран, Ирейкин Геннадий Григорьевич çинчен хаçат кăларчĕ. Пĕчĕк кĕнекесем çырса хатĕрлерĕмĕр алăпа. Çак летчика халалласа сăвăсем те çырчĕç ачасем. Сăвă конкурсĕсем те ирттертĕмĕр». Кадет шкулĕнче вĕренекенсем тĕрлĕ енлĕ пултаруллă: ăслă, маттур, хăюллă, спортпа туслă. Патриотизм туйăмне кунта дисциплина та çирĕплетет. Çакна сăмахпа çеç мар, ĕçпе те çирĕплетеççĕ. Аслă классенче вĕренекенсем çĕршыва халалланă юрă йĕркисене ирхи зардякăра та юрлаççĕ. ВАЛЕРИЯ ЕГОРОВА: «Мана гимн юрлама килĕшет. Эпĕ хамăн çĕршыва, хамăн шкула юрататăп». Патриотла воспитание аталантарассине пĕлӳ çуртĕнче малашне те тимлĕх уйăрĕç."Пирӗн Тӑван ҫӗршыв пӗрре" проект пурнăçланнă вăхăтра пушшех те. Шкул ачисем гимн юрласа ытти классемпе ăмăртма та хатĕр. Елизавета Цветкова, Екатерина Никитко, Николай Скворцов