Хăрушсăрлăх ыйтăвĕ тимлĕхре
Вĕрентӳ учрежденийĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси тимлĕхре. Çак тата ытти ыйтăва мĕнле пăхăнни пирки йĕркелĕхпе тивĕçтерессипе тимлекен регион ертӳçи çумĕнчи координаци канашĕн ларăвĕнче калаçрĕç. Чăваш Республикинче 878 вĕрентӳ организацийĕ ĕçлет. Чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри – вĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси. Хальхи лару-тăрура уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Чăваш Енри пур пĕлӳ çурчĕ те хăрушсăрлăх йĕркине шута илсе ĕçлет. Вĕсене кирлĕ сыхланмалли хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Шкул ачисемпе студентсем инкек сиксе тухас пулсан хăйсене мĕнле тытмаллине тата сыхланма пĕлеççĕ. Вĕсем ку енĕпе вĕренӳ те тухнă. Ятарлă тытăмсем террортан сыхланмалли майсем пирки пĕлӳ çурчĕсенче малашне те каласа парĕç. Терроризмпа тата экстремизпа кĕрешесси нумай тытăмăн пĕрлехи ĕçĕ. Тĕнчери лару-тăру лăпкă мар, çавна шута илсе тĕрĕс мар, ултавлă информаци хăвăрт сарăлать. Ку ачасен психикине те витĕм кӳрет. Çакна шута илсе пĕлӳ çурчĕсенче хушма истори урокĕсем иртеççĕ. Суяпа тĕрĕс информацие уйăрма вĕрентеççĕ. Лариса Васильева, Елизавета Цветкова, Георгий Кривошеин