Ачасен канăвĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç
Çуллахи каникулччен вăхăт нумай-ха, çапах та ачасен канăвне мĕнлерех йĕркелессине халех шутламалла. Кăçал республикăра 15 ача-пăча лагерĕ ĕçлĕ. Хула тулашĕнчи лагерьсене канма кайма путевка илессипе çыхăннă ĕçсене 4 тапхăра уйăрнă. Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнчен йывăр лару-тăруллă çемьесенче çитĕнекен ачасен ашшĕ-амăшĕ заявлени çырма пултарнă. Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмĕшле 2639 путевка регистрациленĕ. Ку палăртнин 87 проценчĕпе танлашать. Заявка кампанийĕн пĕрремĕш тапхăрĕ ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче 12 сехетре вĕçленĕ. Лагерьсенче тăрăшакансем те çуллахи тапхăра чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Калăпăр, «Космонавт» кану центрĕнче кăрлач уйăхĕнченех юсав ĕçĕсене пуçланă. ВЯЧЕСЛАВ НИКИТИН: «Кăçал пирĕн 5 смена пулать, вĕсенчен 4 смена профильлисем пулаççĕ. Пирĕн муниципаллă тата коммерцилле путевкасем пулаççĕ. Пурĕ пĕрле пирĕн 1500 ача канмалла кăçал. Пирĕн ачасем пулаççĕ Канашран, Канаш районĕнчен, хамăр республикăран, Мускавран, Хусантан. Хальхи вăхăтра кану организацийĕсенче хăрушсăрлăх йĕркипе, медицинăпа çыхăннă ĕçсене пурнăçлаççĕ. 121 лагерь санитарипе-эпидемиологи экспертизине тухма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Кăçал çулла кану центрĕсенче пĕтĕмĕшле 36 000 ытла ача сывхлăне çирĕплетĕ. Вĕсенчен 15 пин ытла ача хула тулашĕнчи лагерьсенче канĕ. Юлия Адюкова, Игорь Зверев