ru24.pro
Новости по-русски
Март
2022

Тавар туянаканăн правине хӳтĕлеççĕ

Чăваш Енре «Агроконтроль» социаллă проект пурнăçланать. Тавар туянакан хулара пурăнать-и е ялта – унăн правине хӳтĕлемелле. Проектăн тĕп тĕллевĕ çакă. Çавна пулах час-час рейдсем ирттереççĕ. Унта волонтерсене те явăçтараççĕ. Кăçал çеç ырă ĕç тăвакан 36 çамрăк лавккасен ĕç-хĕлне тĕрĕслеме хутшăннă. Вĕсем апат-çимĕç сутакан 140 çурта çитнĕ. Продукцие усă курмалли вăхăчĕ тухнипе тухманнине тишкерекенсем ялти пĕчĕк лавккара та, хулари пысăк суту-илӳ çуртĕнче те пулаççĕ. Виçĕ уйахра çеç йĕркене пăснă 33 тĕслĕх тупса палăртнă. Акци вăхăтĕнче волонтерсем Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленине лавккасем саккуна пăсни пирки 25 заявлени çитернĕ