ru24.pro
Новости по-русски
Март
2022

Транспорт хатĕрĕ

Электросамокатпа малашне асар-писер ярăнма ирĕк памĕç. Ăна транспорт хатĕрĕсен шутне кĕртнĕ. Раççей Федерацийĕн Аслă сучĕ çапла йышăннă. Транспорт хатĕрĕ е çук? Тавлашу тахçанах пыратчĕ. Çул çинче электросамокатпа çыхăннă инкексем калаçăва татах çивĕчлететчĕç. Вĕсемпе ытларах çул çитмен ачасем çӳреççĕ. Хăрушсăрлăх йĕркине те, хăвăртлăх виçине те пăхăнмаççĕ унпа çула тухакансем. Çынсем çине кĕрсе кайнă тĕслĕхсем, тимĕр утсемпе çапăннисем те пĕрре мар пулнă. Чăваш Енре 2021 çулта электросамокатпа çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăснипе икĕ тĕслĕх пулнă, вĕсенче пĕр çын пурнăçĕ татăлнă. Электросамоката транспорт хатĕрĕсен шутне кĕртни çул çӳрев йĕркине те улăштарма хистет. Унта шăпах çĕнĕ тимĕр ут пирки, унпа мĕнле усă курмаллине тĕплĕнрех çырĕç