ru24.pro
Новости по-русски
Март
2022

Çĕршыври ăмăртăва хатĕрленеççĕ

Чăваш спортсменĕсен чи пысăк çитĕнĕвĕсем çăмăл атлетикăра туптаннă. Хăвăрт утассипе пирĕн çĕршыв, Европа, тĕнче чемпионĕсем пур, Олимп вăййисенче малтисен ретне тăнисем те. Алина Иванова, Елена Николаева, Владимир Андреев çулсеренех çамрăк спортсменсем валли ăмăртусем йĕркелеççĕ. Çакăнтан пуçланать те аслă çула тухасси. Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш спорт шкулĕнче ачасемпе çамрăксем хăвăрт утса тупăшрĕç. Кунта Чăваш Республикин Кубокĕн 2-мĕш тапхăрĕ иртрĕ. Хăвăрт утасси спортăн чи çăмăл тĕсĕ теме те пулать, анчах кунта йĕркене çирĕп пăхăнмалла: спортсменсем утас вырăнне чупса кайни те час-часах тĕл пулать. Вара тӳресем туххăмрах ăмăртуран кăлараççĕ. Çавăнпа утаканăн вăй-хал çирĕп пулнипе танах хăйне тытса чарма та пĕлмелле. Çамрăксем хăвăрт утассин вăрттăнлăхне пĕчĕкренех алла илеççĕ. 7-23 çулхи спортсменсенчен кашниех малти пулма ĕмĕтленет, анчах мухтав пусми çине пурте хăпараймаççĕ. Апла пулин те ăмăртура ăсталăх самай туптанать. АЛИНА ИВАНОВА: «Пирĕн районсенчен килнĕ, 10 районтан. Тата хулари шкулсенчен. Пĕтĕмĕшле 100 спортсмена яхăн ăмăртаççĕ. Кунта аслисем ăмăртрĕç, аслисенчен ĕнтĕ хулара вĕренекенсем çĕнтерсе илчĕç. Пĕчĕккисен шайĕ те лайăх. Хальхи вăхăтра вĕсем утма хăнăхса çитрĕç. Çавăнпа та техника енĕпе лайăх, хитре утаççĕ». Кирек мĕнле ĕçе те юратса тума вĕренмелле. Спорт та çавах: ачаранах килĕштерсен, туслашсан кăна пысăк çитĕнӳ тума пулать. АЛИНА ИВАНОВА: «Ку ăмăртусем пирĕн хатĕрленмеллисем. Май вĕçĕнче хăвăрт утакансен Раççей чемпионачĕ иртет. Çавăнпа эпир çакăнта ушкăн йĕркелеме ачасене пăхатпăр. Хăвăрт утакансен 3-мĕш этапĕ пирĕн апрель вĕçĕнче Олимпийский стадионĕнче пулать». Спорт чи чăтăмлисене çеç юратать. Халĕ пулас спортсменсем шăл çыртса, тар тăкса Чăваш Ен чысне çĕршыв шайĕнче хӳтĕлеме хатĕрленеççĕ. Елизавета Цветкова, Павел Ракитин