ru24.pro
Новости по-русски
Март
2022

Ĕç укçине вăхăтра тӳлемелле

Шалăва вăхăтра та туллин тӳлемелле. Официаллă мар ĕçлессине те чакармалла. Ку тата ытти ыйтăва Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура сӳтсе яврĕç. Чăваш Республикин патшалăх ĕç инспекцийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, «Чăваш бройлерĕ» предприяти çынсене вăхăтра ĕç укçи тӳлеменрен 4 миллион тенке яхăн парăма кĕрсе кайнă. Предприятин хальхи ертӳçи шалăва парса татма укçа-тенкĕ пăхса хăварнине калать. Парăма ака уйăхĕнче тӳлесе татма шантарчĕ. Халĕ суд акчĕ вăя кĕресссе кĕтеççĕ. Патшалăх ĕç инспекцийĕнче шалу енчен парăмлă организацисен, çав шутрах панкрута тухма хатĕрленекенсен реестрĕ пур. Хальĕхе унта 25 предприяти кĕнĕ. Весем 800 ытла çынна шалупа тивĕçтермен. Парăм 32 миллион тенке çитнĕ. Чăваш Республикин патшалăх ĕç инспекцийĕн ертӳçи Алексей Метелкин пĕлтернĕ тăрăх, кăçал кăрлач-нарăс уйăхĕсенче 106 çын пулăшу ыйтса пынă. Тĕрĕслев тытăмĕсем тишкернипе 38 çынна пулăшма май килнĕ. Ĕçпе тивĕçтерекенсем 1 миллион тенкĕ ытла парăм тӳлесе татнă. Прокуратура тĕрĕслевĕ хыççăн, ĕç саккунне пăснăшăн должноçри 26 çынна, юридици сăпатĕнчи 13 çынна тата 3 усламçа административлă майпа явап тыттарнă