ru24.pro
Новости по-русски
Март
2022

Хăватлăхпа тивĕçтерĕç

Электричество пĕлтерĕшĕ çулсерен ӳссе пырать. Услам ĕçне пуçармалла е ял хулана аталантармалла – çутăсăр май çук. Çакна шута илсе Чăваш Ене хушма хăватлăхпа тивĕçтермелле. Кун пирки паян Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев «Атăл Раççей сечĕсем» пĕрлешĕвĕн тĕп директорĕпе Владимир Рябикинпа сӳтсе яврĕ. Чăваш Республики вăйлă аталанакан регионсен йышне кĕрет. Кирек мĕнле аталанăва та электричествопа тивĕçтермелле. «Эпир çакна хамăр çине илме хатĕр», – палăртрĕ Владимир Анатольевич. Республикăна электричество хăвачĕ кăлтăксăр килни предприятисен ĕçĕ-хĕлне малалла йĕркелеме май памалла. – Малалла аталантарасси ĕнтĕ чăн малтанах халăха электричествăпа яланах питĕ пахалăхлă тивĕçтерсе пырасси. Унсăр пуçне тĕрлĕ предприятисене ял хуçалахĕнче ĕçлекен хуçалăхсене те вăхăтра аталанма май парасси те. Çак ĕçсене пĕтĕмĕшле туса пырас пулсассăн пирĕн çĕнĕрен те çĕнĕ мощностсем те кĕртсе пымалла. Унччен хуçасăр пулнă объектсене те паянхи кун ĕçлекен системăна пĕрле кĕртсе тивĕçтерсе пымалла. Çак ĕçе эпир пĕрле туса пыма калаçса татăлни пирĕн пуласлăха питĕ хавхаланса утса пыма май парать тата малалли тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыма май парать