ru24.pro
Новости по-русски
Март
2022

Çĕнĕ парксем уçăлмалла

Ятарлă инвестици проектне пурнăçласси, кластерсене аталантарасси, çĕнĕ промышленность паркĕсене йĕркелесси тата ытти те. Электротранспорта хăватпа тивĕçтерессипе республикăра инфратытăм хута каять. Ку енпе пирĕн регион сăнавлисен шутне кĕрет. Çак тата ытти ыйтăва юн кун Чăваш Ен энергетикăпа промышленность министерствин анлă ларăвĕнче сӳтсе яврĕç. Чăваш Респубикинче виçĕ кластер ĕçлет. Вĕсенчен иккĕшне иртнĕ çулта йĕркеленĕ. Сăмахран, алăксем тăвакан кластер регионти 16 предприятие пĕр тытăма пухать. 2022-2023 çулсенче тата икĕ кластер ĕçлеттерсе яма палăртаççĕ. Хими тата машина тăвакансен кластерсем йĕркеленмелле. Регионта промышленность паркĕсем те вăй илсе пыраççĕ. Хальлĕхе икĕ хулара индустри паркĕсем ĕçлеççĕ. Сăмахран, Шупашкарта 47 гектар çинче 24 пайташ вырнаçнă. Кăçал тата сахалтан та тăватă парк хута каймалла. Улатăр, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче промышленность çĕнĕ вăйпа аталанмалла. Кунта та парксем тума палăртнă. Санкци тапхăрĕнче республикăри предприятисен тепĕр шая тухма май пур. Тĕслĕхрен, чикĕ леш енчен саппас пайĕсем кӳрсе килме пăрахнăран Чăваш Енри хăш-пĕр заводсем нефтьпе газ тата металлурги тытăмĕсене кирлĕ хатĕрпе тивĕçтерĕç. Республикăри трактор завочĕ хăватлă техника кăларас ĕçре хăш-пĕр йывăрлăхсем тӳсет. Çапах та малтан ют патшалăхсенчен илсе килнĕ саппас пайĕсене ытти регионсенчен туянма май пур. Чăваш Енре те экономика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен ятарлă штаб йĕркеленĕ. Çавăн пекех йывăр лару-тăрура предприятисене патшалăх тĕревĕпе тивĕçтерес ыйтупа тимлеççĕ. Алексей Зотиков, Маргарита Мельникова, Павел Иритков