ru24.pro
Новости по-русски
Март
2022

Семен Ислюков çинчен ӳкернĕ кинокартина

Историре тарăн йĕр хăварнă, республика пуласлăхĕшĕн тăрăшнă çынсен пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен тĕплĕнрех паллашма «Чăвашкино» патшалăх студийĕ пуçарнă «Çынсем – легендăсем» ярăм пулăшать. Çак кунсенче çĕнĕ кинокартина куракан умне тухрĕ. Ăна Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канашӗн ертӳҫине, патшалăх деятелĕ Семен Ислюкова халалланă. Хастар ертÿçĕ, çивĕч ăс-тăнлă, ĕçченлĕхпе палăракан çын пулнă вăл, Семён Ислюков тесе аса илет паян халăх. Чăн та, Семён Матвеевич пуçарăвĕпе регионта промышленноçăн çĕнĕ тытăмĕсем йĕркеленнĕ. Шăпах вăл ĕçленĕ тапхăрта Чăваш Ен çĕршывăн аталаннă регионĕсен йышне кĕнĕ. Çак тата ытти пĕлтерĕшлĕ те кăсăклă самант çинчен тĕплĕнрех документаллă фильмра каласа параççĕ. Кинокартинăна интервью формачĕпе йĕркеленĕ. Унта Семен Ислюковăн тăванĕсен, унăн ĕçтешĕсен асаилĕвĕсене кĕртни, архиври сăнукĕрчĕксемпе видеосене усă курни куракана уйрăмах тыткăнать. ЕЛЕНА АЛЕКСЕЕВА: «Ку кинора эпир Семен Матвеевич ĕçне кăтартас терĕмĕр. Вĕсен шутĕнче Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар мĕнлерех аталанса, çĕнелсе пыни пирки те сăмах пырать, мĕншĕн тесен Семен Матвеевич тата вăл вĕрентсе хăварнă çынсем ĕçленĕ вăхăтра пирĕн промышленноç аталанса тата вăйлăланса пынă». Семен Ислюков пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен кинокартина ÿкерес тĕллев режиссерсемпе авторсен тахçанах пулнă иккен. Çак ĕçе вĕсем темиçе çул каяллах пуçăннă пулнă. Фильма уйрăмах ĕç ветеранĕсемпе аслă ăрури çынсем кĕтнĕ. ОЛЕГ ЦЫПЛЕНКОВ: «Хулана кĕске вăхăтра питĕ аталантарса янă. Çавсен шутĕнче, паллах та, пĕтĕм ветерансем, пурте калаççĕ, Семен Исклюковран пуçланнă теççĕ, хула çакăн пек ÿссе кайни. Кĕске вăхăтра эпир нумай çын пирки ÿкертĕмĕр, паллă çынсем пирки. Çеçпĕл Мишши те, Василий Иванович Чапаев та, Андриян Николаев та, Айдак та, Иосиф Дмитриев та, Волков та, Бичурин та, нумай пĕтĕмпех каласа та пĕтерейместĕн». Семён Матвеевич Исклюков пурнăçĕпе пултарулăхне халласа ÿкрнĕ фильма малашне республикăри вĕренÿ заведенийĕсенче кăтартас тĕллевлĕ. Кинокартина çитĕнекен ăрушăн тĕслĕх пулĕ, палăртаççĕ проект йĕркелÿçисем. Юлия Адюкова, Артур Галкин