ru24.pro
Новости по-русски
Март
2022

«Тăван ятсем» проект вĕçленчĕ

Мухтавлă ентешсене халалласа Чăваш Енре тĕрлĕ ĕç туса ирттереççĕ. Вĕсенчен пĕри – «Тăван ятсем» проект пурнăçланчĕ. 6 уйăхра авторсем тĕрлĕ ĕç-пуç туса ирттерчĕç. Аса илтеретĕп, проектăн тĕп тĕллевĕ – паллă çынсен ячĕпе хисепленекен чарăнусенче республика, çĕршыв шайĕнче пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тунă çынсем пирки кĕске информаци каласа парасси. «Тăван ятсем» проект йĕркелӳçисем республикăри вĕрентӳ учрежденийĕсенче мухтавлă ентешсен пултарулăхĕпе, кун-çулĕпе тĕплĕн паллаштарчĕç, викторинăсем те ирттерчĕç. Çĕнтерӳçĕсем «Тăван ятсем» проект финалне кайма тивĕç пулчĕç. Пĕтĕмлетӳ тупăшăвĕнче Шупашкарти 55 шкул вĕренекенĕ Денис Холоднов палăрчĕ. Малалла – тĕплĕнрех. 7-мĕш класра вĕренекен Денис Холоднов финал кунхине ирхи 5 сехетрех вăраннă. Мухтавлă ентешсем пирки вăл тепĕр хутчен вуласа тухнă. Хайĕн пĕлĕвĕнче вăл пĕрре те иккĕленмен, мĕншĕн тесен конкурса раштав уйăхĕнчех хатĕрленме пуçланă. Ун чухне вăл пĕрремĕш викторинăна хутшăнса финала тухнă. ДЕНИС ХОЛОДНОВ: «Эпĕ мухтавлă ентешсен пурнăçĕпе пултарулăхĕ пирки хут пичетлесе кăлартăм. Кунне 3-4 хутчен вулаттăм». Денис тĕп парнене – смартфон илме тивĕçрĕĕ. Раççейри студентсен отрячĕсен председателĕ Юлия Аланова чи кирли парне мар, тĕрлĕ енлĕ аталанни, пĕлӳ пухни пĕлтерĕшлĕ терĕ. Шкул ачисене малашне те тĕрлĕ конкурса хутшăнма сĕнчĕ. Уява Олимп чемпионĕ Елена Николаев та хутшăнчĕ. Ача чухне вăл Андриян Николаев пек пулма ĕмĕтленнĕ. Ĕмĕтленни пурнăçланă та. Тăрăшса ĕçлесен çеç пысăк çитĕнӳ тума пулнине спортсменка тепĕр хут çирĕплетрĕ