Апат-çимĕç пур
Çĕр улми, пахча-çимĕç, аш-какай, сĕт-çу. Çак апат-çимĕçсемпе Чăваш Ен хăйне туллин тивĕçтерет. Республикăри тухăç кăтартăвĕсем апат-çимĕç хăрушсăрлăх доктрининче палăртнă хисепсенчен те чылайрах. Сăмахран, «иккĕмĕш çăкăра» икĕ хут ытларах, аш-какая 100 процент ытларах туса илнĕ. Кун пирки эрне кун Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин анлă ларăвĕнче калаçрĕç.