ru24.pro
Новости по-русски
Март
2022

Горловкăран куçса килнĕ вĕрентекен

Донецк халăх республикинчи Горловка хулинчен куçса килнĕ Ирина Бургело малашне Чăваш Ен ачисене хими, биологи, физика предмечĕсене  Шупашкарти 65-мĕш шкулта вĕрентме пуçлать. Унăн ачисем Муркаш районĕнчи Калайкассинчи шкулта ăс пухаççĕ. Вăрçă терт-асапне курнă çемье Чăваш Енре тинех тăнăçлăх тупрăмăр тесе савăнать.