ru24.pro
Новости по-русски
Март
2022

Культура ĕçченĕсен кунне тивĕçлĕ ирттерчĕç

Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Раççейре культура ĕçченĕн кунне паллă тăваççĕ. Чăваш халăхĕн культури тата йăли-йĕрки пуян та хăйне евĕрлĕ, вăл çулран çул аталанса тата вăй илсе пырать. Ку енĕпе пултаруллă, хăйсен ĕçне чун-чĕрепе парăннă, ыттисене илеме юратма вĕрентекен çынсен тӳпи пысăк. Культура тытăмĕнче  вăй хуракансене халалласа пирĕн  республикăра та  уяв иртрĕ.