ru24.pro
Новости по-русски
Март
2022

Чăваш Енре эстрадăпа джаз оркестрне йĕркелесе янă

Чăваш патшалăх академи симфони капелли эстрадăпа джаз оркестрне йĕркелесе янă. Кун пекки халиччен Чăваш Енре пулман. «Вернисаж в стиле джаз» ятпа чăваш патшалăх филармонийĕнче тĕлĕнмелле концерт иртрĕ. Ку республикăшăн та, хулара пурăнакансемшĕн те паллă пулăм, хăйне евĕр уяв. Инструментсем янрама пуçласанах залра ăшăлăх туйăмĕ хуçаланма пуçланчĕ. Тĕнчери музыка классикин шедеврĕсем, тăван çĕршывăн чи чаплă кĕввисем, композиторсен хайлавĕсем чуна тыткăнланисĕр пуçне тарăн шухăша яраççĕ. Куракансем – джаз музыкине кăмăллакансем, ун йĕркине ăнланакансем. МАРИНА ВАСИЛЬЕВА: «Эпĕ пĕрремĕш хут çакăн пек концертра. Мана мĕн тери килĕшрĕ. Ман пĕчĕк ывăлсем те питĕ лайăх ларчĕç. Хаваслă. Ытларах мана сценăри артистсем килĕшрĕç, музыка, джаз, дирижерсем питĕ килешрĕç». Саксафон, параппан, сĕрме купăс, рояль, контрабас – çак музыка инструменчĕсемпе ытларах джазра усă кураççĕ те. Симфони оркестрĕн музыканчĕсем илемлĕ сăрхăнса тухакан кĕвĕ-çемĕ сассипе музыкăна ăнланман çынна та илĕртме пултарчĕç. МОРИС ЯКЛАШКИН: «Вĕсем чуна пырса тивекен, шухăшлаттаракан, уйрăм шухăш çуратакан юрăсем. Çавăнпа та эпир тăрăшса хăйне евĕр шухăшларăмăр ĕнтĕ. Çавăн пекех манпа пĕрле Наталья Морисовна Яклашкина питĕ нумай вăй хучĕ. Калатпăр ĕнтĕ, оркестра йĕркелесе ярас тесе аранжировка кирлĕ. Хăйне евĕр оркестровкăсем тума нумай пирĕн вырăн йышăнчĕ. Чăннипех те, пирĕн хамăр коллективра ĕçлекенсем Дмитрий Тетель. Çавăн пекех Алексей Егоров çав оркестра урăх туйăмлă, шухăшлă, вăй хурас пирки нумай вăй хучĕç». Концертра пурне те çав тери илемлĕ сасăллă юрăçсем – Наталья Ильцпа Дмитрий Тетель килĕшрĕç. Вĕсен пултарулăхĕнче артиста чи кирлĕ пахалăх пур – юрлани йăлăхтармасть, ăна татах та итлес килет. 2022-мĕш çул Раççей джасĕшĕн пĕлтерĕшлĕ. Музыка жанрĕ кăçал 100 çул тултарать. Чăваш Енре эстрадăпа джаз оркестрне йĕркелесе яни çак кун тĕлне пысăк парне пулĕ