ru24.pro
Новости по-русски
Март
2022

Хурлăхлă хыпар

Чĕмпĕр тăрăхĕнчен хурлăхлă хыпар çитрĕ. Кунти чăвашсен автономийĕн ертÿçи Олег Мустаев пурнăçран уйрăлнă. Вăл 56 çулта çеç пулнă. Олег Мустаев Елчĕк районĕнче Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче çуралнă. Лащ Таяпари шкултан вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх университетĕнче историпе филологи факультетĕнче пĕлӳ пухнă. Аслă пĕлӳ илсенех вăл Чĕмпĕрте ĕçлеме пуçлать. Радиора, телевиденире «Хамăрьял», «Еткер» программăсене тытса пырать. Олег Николаевич чăваш наци юхăмне аталантарассишĕн нумай тăрăшнă. 1992-мĕш çулта вăл Чĕмпĕрти «Еткер» чăваш фончĕн президенчĕн лавне туртма пуçлать. 2016-мĕш çултан Чĕмпĕрти Чăваш наци культурин автономийĕн председателĕ пулнă. Ку тăрăхри чăвашсене пĕрлештерессипе нумай ĕçленисĕр пуçне Чăваш Енре те пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тунă çĕре час-час хутшăннă. 2017-мĕш çултан вал Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ. Олег Мустаев чĕри пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче тапма чарăннă, унăн çутă сăнарĕ ĕмĕрлĕхех асра юлĕ