ru24.pro
Новости по-русски
Март
2022

Чăваш Ене ĕмĕрлĕхех чапа кăларнă

Петр Егоров, Никита Бичурин, Николай Ашмарин, Василий Магницкий, Николай Никольский. Чăваш халăхĕ мухтавлă ывăлĕсемпе пуян. Паллă ентешсен çулталăкĕнче вĕсене халалласа тĕрлĕ ĕç-пуç иртет. Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕ, сăмахран, «Чăваш Ене ĕмĕрлĕхех чапа кăларнă» документлă курав хатĕрленĕ. Унпа çулталăкĕпех паллашма пулать. Медицина ĕçченĕсем, çут ĕçре палăрнисем, ял хуçалăх аталанăвне тӳпе хывнисем, спортсменсем, поэтсем, актерсем тата ӳнерçĕсем. Куравра кашни тытăма сăнланă. Паллă ятсемпе пĕрлех кунта манăçа тухнисене те пысăк тимлĕх уйăрнă. Вĕсенчен пĕри Дмитрий Кушников. ВАЛЕНТИНА ХАРИТОНОВА: «Хăй вăхăтĕнче питĕ паллă ят пулнă. Унăн биографине илес пулсан çакна каламалла. Вăл Хусан кĕпернинче Спасский уездĕнче Караево ялĕнче çуралнă. Ашшĕ унăн священник пулнă. Ашшĕ ывăлĕ священник пуласса ĕмĕтленнĕ, анчах та Дмитрий Алексеевич ашшĕне хирĕç кайса Хусанти университетри медицина факультетене кайса кĕнĕ». Итлеменшĕн ашшĕ Дмитрий Кушникова мĕн-пур пурлăхран хăтарнă. Мĕнле йывăр пулсан та тухтăр профессине алла илнĕ вăл. Шупашкар уесĕнче Дмитрий Алексеевич тăрăшнипе больница çĕкленнĕ. Хусан кĕпернинче вăл чи лайăххисен шутне кĕнĕ. Дмитрий Кушников инçет тухăç енче те палăрнă. Хабаровск хулинче вăл пĕрремĕш метеорологи станцине йĕркеленĕ. Тухтăрсен йышĕнче Константин Волков та палăртмалла. Вăл Хусан хулинче çуралнă. ВАЛЕНТИНА ХАРИТОНОВА: «Документсемпе паллашнă май вĕсем Лев Николаевич Толстойпа пĕрле ӳкертернĕ сăн ӳкерчĕк пур. Вăл хăй вăхăтĕнче унăн тухтăрĕ пулнă». Антон Чехов, Максим Горький, Александр Куприн тата ытти çыравçăна та пĕлнĕ Константин Волков. Революцине хутшăннăшăн ăна Етĕрне хулине ссылкăна янă. Кунта вăл Чăваш Енри пĕрремĕш куç чирсене сиплекен больница уçнă. Вăл 20 000 ытла операци тунине палăртаççĕ документсем. Куравра ытти паллă ентшепе та паллашма пулать. Тĕслĕхрен, Совет Союзĕн икĕ хут Паттăрĕн Андриян Николаевăн ӳкерчĕкĕсем. ГАЛИНА ЕРТМАКОВА: «Иртнĕ çул эпир Раççей академи наукин архивĕпе Меморандум алă пусса çирĕплетрĕмĕр. Пĕр-пĕрне пулăшса, документсем вĕсем пире параççĕ. Эпир те хамăр опытпа вĕсене паллаштарнă хыççăн çавăн пек ĕç тума йышăнтăмăр. Эпир тупса хатĕрленĕ документсемпе пĕрле курав уçас терĕмĕр малтан Мускавра, унтан çак курава республикăна илсе килсе кашни районтах кăтартма тĕл лартрăмăр». Куравпа кăна лăпланасшăн мар архив ĕçченĕсем. Хальхи истори патшалăх архивĕпе тата Раççей ăслăлăхĕсен академийĕпе пĕрле космонавтăн çуралнă кунĕ тĕлне сăн ӳкерчĕксен альбомне кăларма палăртаççĕ. Алексей Зотиков, Никита Павлов