ru24.pro
Новости по-русски
Март
2022

Пĕрле пулнине палăртса

Раççейре пурăнакансем салтаксемпе пĕрле пулнине палăртса, вĕсене вăй хал сунса хавхалантарас тĕллевпе тĕрлĕ ĕç-пуç йĕркелеççĕ. Вун-вун хула ятарлă авточупăва хутшăнчĕ. Шупашкарта пурăнакансем те канмалли кунсенче тимĕр утсемпе çула тухрĕç. Ветерансем тимĕр утсене ятарлă Z тат V паллăпа илемлетрĕç. Шăпах, çак паллăпа палăртнă техника хальхи тапхăрта ятарлă операцие хутшăнать. Ветерансем, спорт федерацийн пайташĕсем, тĕрлĕ пĕрлешӳсем – çар тытăмĕн ялавĕсене те вырнаçтарчĕç. 70 яхăн тимĕр ут хула витĕр салтаксемпе пĕрле пулнине палăртса çула тухса «Çĕнтерӳ паркĕ» еннелле васкарĕç. Йĕркене пăсмасăр, пурте пĕрле вырăна çитме палăртрĕç чупăва хутшăнакансем. Авто-чупу пайташĕсем малалла ялавсене йăтса Çĕнтерӳ паркĕнчи палăк патне çул тытрĕç. Вăрçăра пуç хунă салтаксене асăнса чечек хыççăн чечек вырнаçтарчĕç