ru24.pro
Новости по-русски
Март
2022

Ырă тума кашни çын пултарать

Ырă туни ырăпах таврăнать. Республикăра «Чăваш Ен – Донбаса» акци пырать. Унпа килĕшÿллĕн кашни çын Луганск тата Донецк халăх республикисенчен пирĕн региона куçса килнисене пулăшу кÿме пултарать. Чăваш Енри çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министерствинче тăрăшакансем те йывăрлăха лекнисен тĕрев парас ĕçре айккинче юлмарĕç. Кĕтнĕ парнесем кăмăл-туйăма еплерех çĕклеме пултарнине пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те сăнарĕ. Людмила Татарчук Чăваш Ене Донецк халăх республикинчи Макеевка хулинчен куçса килнĕ. 2 эрнене яхăн вăл «Кĕрен парăс» обсерваторинче пурăнать. Кунта ырă кăмăллă, тимлĕ çынсем унăн тĕлне пулнишĕн чунтан хĕпĕртет вăл. Кинемей 7 теçетке урлă каçнă пулсан та парнесемшĕн ача евĕрех савăнать. Халĕ обсерваторинче кун кунлакансен холодильник, утюг, япала çăвакан машина, пĕчĕк хумсемпе ĕçлекен кăмака, кĕпе-йĕм якатмалли хатĕрсем те пур. Вĕсене Чăваш Енри çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министерствин ĕçченĕсем парнелерĕç. ИРИНА ВОЛКОВА: «Вĕсене паянхи куна пурăнма хăйсен çи-пуçне çума май пулать, утюглама май пулать вĕсен тата холодильникра хăйсен çимелли япаласене хума пулать». «Кĕрен парăс» обсерваторинче Луганск тата Донецк халăх республикисенчен куçса килнĕ 7 çын пурăнать. Вĕсен кун йĕрки пирĕн тăрăхри ял-хулари ытти çыннăнни евĕрех: ирхине ачисене шкула ăсатаççĕ, вĕсемпе урок тăваççĕ, хайсен «иккĕмĕш килĕнче» хăнасене те тарават кĕтсе илеççĕ. Тунсăхлама пирĕн вăхăт çук, палăртаççĕ вĕсем. Юлия Адюкова, Милена Алексеева, Игорь Зверев