ru24.pro
Новости по-русски
Март
2022

Усал серепене лексен

Нумаях пулмасть Шупашкарти Калинин район сучĕ «Свидетели Иеговы» общество организацинче тăракан виçĕ çынна 400 тата 500 000 тенкĕ штраф тӳлеттерме йышăннă. Камсем лекеççĕ çак усал серепене тата хăрусшăрлăх йĕркине мĕнле пăхăнмалла-ха? Ку ыйтăва Федерацин хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсемпе пĕрле уçăмлатма тăрăшрăмăр. 25 çул каялла Инга пурăнакан хваттер алăкне икĕ хĕр шакканă. Çамрăкскер пурнăç пĕлтерĕшĕ çинчен йывăр шухăша путнă. Çумра пĕчĕк ача, кĕçех тепри çуралмалла пулнă. Телейлĕ хĕрарăм пĕр шухăшсăрах палламан çынсене хваттере кĕртнĕ. ИНГА: «Эрнере икĕ хутчен килме, Библи çинчен вĕрентме пуçланă. Çавăн пек пулса ларчĕ. Кайран вĕсем мана хăйсем патне чĕнчĕç. Икĕ уйăх çӳренĕ ман пата. Асăрханса ларсаччĕ. Кайса килтĕм. Старейшина питĕ кăмăллă калаçать. Хама ĕненмесĕр ăна ĕненес терĕм, мĕншĕн тесен тăнлă пек туйăнчĕ вăл мана. Майĕпен вĕсемпе çӳреме каларĕç. Çуртсем тăрăх çӳреме хушнă, ыттисене вĕрентме». Пуç-тăна минретекен хăрушă серепене лекнине хĕрарăм ниепле те ăнланман. Çывăх çыннисем каланине итлемен. Пĕр çынпа тĕл пулса вăл суя секта çинчен каласа панă хыççăн тин тĕрĕслĕх çиеле тухма пуçланă Ингăшăн та. Вăл тӳрех çак пĕрлешĕве ертсе пыракан асли патне пынă. Хĕрарăм тĕлĕшпе ятарлă суд ирттернĕ. Ăна ыттисенчен сивĕтнĕ. Вăл çак асапа чăтайманнипе психиатри сыватмăшне лекнĕ. Çак огранизацирен тухма питĕ йывăр, нумайăшĕ хăйĕн çине алă хураççĕ е урăхла асапланаççĕ тесе палăртать хăрушă çак сереперен çăлăнса тухма хал çитернĕ хĕрарăм. – Эпĕ çав организацире пулнă чухне ача çуратрăм. Вĕсен переливани тума юрамасть. Мана вăл кирлĕччĕ. Мана юрамасть тесе заявлени çырнăччĕ. Владимир мăшăрĕ те патшалăх тытăмĕнче, сумлă çĕрте ĕçлет. Çапах та 2007-мĕш çултанпа юратнă çынни çемьерен сивĕннине, ачисене те çак сектăна çавăрма шухăшланине палăртать арçын. ВЛАДИМИР: «Килте пĕрмай ют çынсем пухăнаççĕ. Каçсерен арăм конференцисене, пухусене çӳреме пуçларĕ. Тĕрлĕ литература, журнал асăрхама пуçларăм. Унта тĕрлĕ Турă кĕнеки – Халал, Библи тата ытти çăлкуç. Эпир каланине итлемест. Психологи тĕлĕшĕнчен питĕ хавшарĕ». СЕРГЕЙ ФЕДОРОВ: «2017-мĕш çулхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Свидетели Иеговы» экстремистла пĕлешӳ, унăн ĕç-хĕлне чармалла тесе йышăннă Аслă суд. Çав тапхăрта вĕсем хулари урамсенче курăнма пăрахнă. Çапах та хăйсен ĕçне пăрахăçламан. Турă, пурнăç çинчен çине тăрса калаçаççĕ вĕсем. Ку питĕ пысăк организаци. Вĕсен шалти докуменчĕсем пур. Унта çынсене мĕнле çак ĕçе явăçтармалли мелсене, вăрттăнлăхсене йăлтах кăтартнă. Çак пĕрлешĕвĕн центрĕ – Америкăра». Алтайра пурăнакан 58 çулти арçын вара Чăваш Енре пурăнакан тепĕр икĕ çынпа каварлашса Шупашкарта «Свидетели Иеговы» ушкăна явăçтарас тĕллевпе тĕрлĕ тĕлпулусем ирттернĕ. ВАЛЕНТИНА АЛЕКСЕЕВА: «Конспиративлă хваттерсенче пухăнса çак сектăра тăракан виçĕ çын тĕрлĕ суя шухăшсем сарнă. Укçа пуçтарнă, тĕн вĕрентĕвĕсем ирттернĕ. Çемьери çывăх çынсемпе, тăвансемпе хутшăнма чарнă. Медицина пулăшăвĕпе усă курма юрамасть тенĕ». Суд йышăнăвĕ хальлĕхе вăя кĕмен. Регина Кубайкина, Сергей Емельянов, Никита Павлов, Николай Скворцов