ru24.pro
Новости по-русски
Март
2022

Пулăшма хатĕр

Луганск тата Донецк халăх республикисенче пурăнакансене тĕрлĕ енлĕн пулăшма тăрăшаççĕ. Ыркăмăллăх центрĕсенче пухнă кулленхи пурнăçра кирлĕ хатĕрсене, апат-çимĕç таврашне паян Ростов тăрăхне ячĕç. Унтан пулăшăва Донецк тата Луганск халăх республикисене ăсатĕç. Волонтерсем шыв, çăнăх, кĕрпе тата ытти кирлĕ хатĕре тиерĕç, пулăшу транспорчĕ çула тухрĕ. Чăваш Республикинчи предприятисем айккинче юлман, кулленхи пурнăçра кирлĕ хатĕрсем, часах пăсăлман апат-çимĕç тата ытти кирлĕ хатĕр-хĕтĕр пухма тарăшнă. Шупашкарти «Чăваш çăкăр продукчĕ» предприяти фургона çăнăх, кĕрпе таврашĕ тиеме тăрăшрĕ. АЛЕНА ЕЛИЗАРОВА: «Донецкран тата Луганскран тарса килнĕ çынсене пулăшас тесе волонтерсем тата партисем, вĕсен хушшинче «Единая Россия» парти тата пирĕн социаллă центрсем питĕ активлă хутшăнаççĕ. Çак пулăшăва паянхи куна çирĕм тонна май пуçтарнă. Çăнăх, кĕрпе, таса шыв, дезинфекци тумалли япаласем, ачасем валли теттесем тата ытти кирлĕ япаласем Чăваш Енре пурăнакан çынсем, предпренимательсем хутшăннă майпа пуçтарма май килчĕ». Часах пăсăлман çимĕçсене те тирпейлĕн вырнăçтарчĕç. Ачасем валли кирлĕ хатĕрсем те йышлă. Хĕрӳ ĕçе волонтерсемпе пĕр танах тĕрлĕ парти пайташĕсем те хутшăнчĕç. Пулăшу аллине республикăра пурăнакан кашни çынах тăсма хатĕр. Волонтер центрĕсене малашне те кашниех япала, ачасем валли тетте таврашĕ илсе килме пултарать. Республикăна çитнисене те пулăшусăр хăвармĕç. ЛЕОНИД ЧЕРКЕСОВ: «Патшалăх Канашĕн депутачĕсем пĕри те айккинче юлмарĕç. Вĕсем пурте çак акцине хутшăнса кам мĕнле май килет пулăшрĕç. Тата пирĕн санаторисенче Луганскран, Донецкран килекенсене эпир пулăшма хатĕрленетпĕр». «Нуша куракан çынсене Чăваш Республики тимлĕхсĕр хăвармĕ», – палăртаççĕ волонтерсем те хăйсен ĕçне пурнăçланă май