ru24.pro
Новости по-русски
Март
2022

Чăваш çĕрне кăмăлланипе юлнă

Тĕнчери лару-тăру никама та канăç памасть. Пурне те Луганск тата Донецк халăх республикисенче пурăнакансен шăпи кăсăклантарать. Унта пурăнакансем тăнăçлăх шыраса Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне куçса килеççĕ. Нушаллисене Чăваш Ен те йышăнать. 2014-мĕш çулта Украинăра пулнă инкеке пурте астăваççĕ. Ун чухне те Чăваш Ен 400-е яхăн çынна кĕтсе илчĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ пирĕн республикăрах тĕпленнĕ. Краматорск хулинчен килнĕ Валентина Лиманская та чăваш çĕрне, халăхне, йăли-йĕркине кăмăлланипех кунта юлнă. Маттур та пултаруллă хĕрарăмпа Елизавета Цветкова паллашрĕ. Пысăк кутамккасемпе вокзалта ларнине, тăнăç пурнăç шыранине паянхи кун та астăвать Валентина Лиманская. Вăрçă шавĕ чĕринче ĕмĕрлĕх суран хăварнă. Пĕчĕк ачине йăтса ун та ыттисемпе палламан çулпа утмалла пулнă. ВАЛЕНТИНА ЛИМАНСКАЯ: «Пирĕн икĕ пӳлĕмлĕ хваттер пулнă. Вăл юлнă, япаласем, сĕтел-пукан. Нимле майпа та хамăрпа илеймен вĕсене. Чи кирлĕ япаласене çеç илнĕ. Пур вырăс халăхне те тав сăмахĕ калас килет. Питĕ пулăшрĕç». Çапла Лиманская çемйи тăнăç пурнăç шыраса Хусан хулине çитет. Унта вĕсем икĕ çул пурăнсан Куславккана куçса килеççĕ. Йывăр вăхăтра ашшĕпе амăшĕ Чăваш Ене лекни кунта килме хистенĕ те. ВАЛЕНТИНА ЛИМАНСКАЯ: «Кунти халăх тарават, ырă. Малтанласа ыйтса пĕлетчĕç ăçтан килнĕ, килĕшет и кунта. Хăшĕ-пĕрисем тĕлĕнетчĕç лайăх кăмăлпа çӳресен. Эпир лерен килнипе пире хурлăхлă çӳремелле тесе шутлатчĕç ши. Йăлтах танлаштарсан çеç ăнланма пулать. Таса та тăнăç тӳпе, ачасем, çывăх çынсем сывлăхлă. Урăх нимте кирлĕ мар. Çакă чăн-чăн телей». Юратнă професси Валентина Васильевнăна çĕнĕлле пурăнма пулăшнă та. Акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕн ĕç тупассипе Раççейре йывăрлăхсем пулман. Ачасем калаçу мĕн çинчен пынине лайăх ăнкараççĕ. Урокра ют чĕлхепе ирĕклĕ калаçаççĕ. Ку ĕнтĕ учителĕн пысăк çитĕнĕвĕ. ВАЛЕНТИНА ЛИМАНСКАЯ: «Кунта эпĕ малтан вĕрентӳ управленийĕнче ĕçленĕ. Шкул умĕнхи вĕренӳ методисчĕ пулнă. Кайран шкулта ĕçлеме сĕнчĕç. Эпир ывăлăмпа кунта килтĕмĕр. Вăл 1-мĕш класа, эпĕ вара акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ. Кунта 4-мĕш çул ĕçлетĕп. Хăвăрт хăнăхрăм. Мана ачасемпе ĕçлеме килĕшет. Ытларах патриотизм темине хускататăп. Хама çак тема пырса тивнĕрен-ши. Мирлĕ пурнăç хакĕ пирки те калаçатпăр ачасемпе». Ырă кăмăллă, вашават, сăпайлă, ĕçчен, пысăк чĕреллĕ çын. Валенина Васильевнăна ĕçтешĕсем, ачасем çакăн пек хаклаççĕ те. АЛИНА СИДОРОВА: «Валентина Васильевна пирĕн коллектива çăмăллăнах кĕчĕ. Пуринпе те пĕр сăмах тупма пултарчĕ. Ачасем ăна питĕ юратаççĕ. Уроксенче вăл акăлчан чĕлхи вĕрентет. Уроксем хыççăн ачасене Китай чĕлхипе паллаштарать. Эпир унпа юнашар кабинетсенче ĕçлетпĕр. Унпа ĕçлеме лайăх, çăмăл». СТАНИСЛАВ СМИРНОВ: «Валентина Васильевнăна эпир питĕ юрататпăр. Вăл пирĕн лайăх учитель. Пире яланах пулăшса пырать». Вырăс, тутар, çармăс, чăваш – Раççей нумай нациллĕ халăхпа пуян. Пĕри теприне йывăрлăхра пăрахмасть, туслă çемьене йышăнать, тăнăç пурнăç парнелет. Валенина Лиманская Раççей гражданинĕ ята илсен чăваш çĕрĕнчен юлма шутланă. Халĕ вăл уншăн тăван кĕтесĕ çеç мар, юратнă çĕршывĕ те. Елизавета Цветкова, Игорь Зверев