ru24.pro
Новости по-русски
Март
2022

50 проект пурнăçласшăн

Чăваш Енре регион проекчĕсене пурнăçлама 16 миллиард тенкĕ ытла уйăрнă. Кун пирки республикăри экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕн тата проект ĕçĕ-хĕлĕн канашĕн ларăвĕнче каларĕ. Пĕтĕмĕшле республикăра 11 наци тата 46 регион проекчĕ пĕлтĕр пурнăçланнă. Вĕсене ĕçе кĕртме 12 министерство тата 26 муниципалитет хутшăннă. Шучĕпе чи нумай проект Чăваш Республикин сыхлав тытăмĕнче – тӳрех 8. Вĕрентӳ енĕпе – 6. Çут çанталăк пурлăхĕн, цифра тытăмĕсем енĕпе 5-шер. Регион проекчĕсене ĕçе кĕртнĕ май пĕлтĕр 34 общество вырăнне хăтлăлатма май килнĕ. Авари хăрушлахĕ сиксе тухнипе икĕ çуртри 34 хваттертен 73 çынна урăх вырăна куçарма тивнĕ. Виçĕ кĕпере тĕпрен юсанă, Етĕрне хулинче виртуаллă концет залĕ уçнă, икĕ районта культурăпа кану учрежденийĕсен çурчĕсене юсанă. 7 муниципалитетра библиотека йĕркеленĕ