ru24.pro
Новости по-русски
Март
2022

Республика кунне хатĕрленеççĕ

«Раççей çăлкуçĕсем» фестиваль, «Акатуй» пĕтĕм чăвашсен уявĕ, çĕршыври ача-пăча фольклориади тата ытти те. Республика кунне уявлама Чăваш Ен тĕплĕн хатĕрленет. Паллă пулăмччен виçĕ уйăх ытла пулин те уява ирттерессипе тата йĕркелессипе тимлекен комитет ятарлă ларăва пухăнчĕ. Çуралнă куна Чăваш Ен анлă уявлама палăртать. Ăна яланхиллех Шупашкар хулинче тата тепĕр муниципалитетра паллă тăваççĕ. Кăçал çак чыса Куславкка районĕ тивĕçрĕ. Кунта та чылай ĕç-пуç пурнăçласшăн. Сăмахран, Атăл çумĕнче вырнаçнипе усă курса кунта «Пулăç кунне» ирттересшĕн. «Йалана кĕнĕ мероприятисемпе пĕрлех уявра çĕнĕлĕхсем те нумай пулĕç» пĕлтерчĕç ларура. СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Эпир пĕтем регионсемпе пĕрле Раççей картине тĕрлетпĕр. Март уйăхĕнче фрагментсене пуçтарма пуçлатпăр. 12-мĕш июньте эпир ăна Хĕрлĕ лапамра Шупашкарта кăтартма хатĕр пулатпăр. Пирĕн патне килет хăйĕн фестивалĕпе «Песни России» тетпĕр вăл фестивале Надежда Бабкина. Çав фестиваль вăхăтĕнче пирĕн патĕнче çак картăна вăл кăтартать. Тата вăл районсенче тăхăр концерт ирттерĕ». Тепĕр çĕнĕлĕх вăл – Раççейри ача-пăча фольклориади. Вăл Чăваш Енре çĕртме уйăхĕн 23-27-мĕшĕсенче иртмелле. Çĕршыври регионсенчен Шупашкара 900 ача килмелле тата 200-ĕшĕ Чăваш Республикинчен хутшăнĕç. Фольклориада шайĕнче 14 мероприяти ирттерме палăртнă. Вĕсенчен пĕри – Раççейри ача-пăча фольклор ассамблеи. Унта конкурссем, тĕрлĕ ăсталăх лаççисем ирттерме тĕллев лартнă. Алексей Зотиков, Павел Иритков