ru24.pro
Новости по-русски
Март
2022

Хисепĕ чакать, лаптăкĕ ӳсет

Ял хуçалăхсемпе фермерсен, хушма хуçалăхсен хисепĕ чакнă, çав вăхăтрах çĕр лаптăкĕ ӳснĕ. Чăвашстат иртнĕ çулта республикăра ирттернĕ ял хуçалăх микроçыравĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. НАТАЛИЯ АНДРЕЕВА: «Ял хуçалăх организацисен шучĕ 2016 çулхи пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çырăвĕпе танлаштарсассăн 8,3 процент чакнă. Çавах та çĕр лаптăкĕ ял хуçалăхĕнче 17 процента ӳснĕ. Районсенчи ял хуçалăхсенче пĕр пин гектартан пуçласа пиллĕк пин гектар лаптăкĕ тивет». Фермерсен шучĕ те чакнă. Çавна май пĕр хуçалăха тивекен çĕр лаптăкĕ пилĕк çулта виçĕ хут ӳснĕ. Уйрăм хуçалăхсем нумай чакман теме юрать – 0,3 процент çеç. Çĕр лаптăкĕ вара 10 процент ытларах ӳснĕ. Чăвашстат палăртнă тăрăх, халĕ кашни хуçалăх сахалтан та 60 сотăйпа усă курать