ru24.pro
Новости по-русски
Март
2022

Çĕнĕ хваттер парнелерĕç

«Пурăнмалли кĕтес пулни - пысăк телей», - теççĕ Шупашкарта хваттер уççисене илме тивĕçнĕ çамрăксем. Вĕсем тăлăх. Апла пулин те патшалăх вĕсене пăрахмасть. Надежда Трофимова 2016-мĕш çултанпа хăйĕн телей кайăкне кĕтнĕ. Черетре тăнă вăхăтра икĕ пиччĕшĕпе пĕрле общежитире пурăннă. Çак пурлăх вĕсене ашшĕ-амăшĕнчен лекнĕ. «Хам телее ниепле те ĕненейместĕп. Тинех çак самант çитрĕ», - тет хĕр. Шупашкарти тепĕр 16 çамрăкăн та паян чăн-чăн савăнăç. Ашшĕсĕр е амăшĕсĕр çитĕннисене хваттер уççи парнелелерĕç. ИРИНА ЯРАДОВА: "Эпир 17 ачана хваттер уççи патăмăр. Вĕсем унта малалла аталанма пултараççĕ. Çемье çавăрса, хула тата республика валли тăрăшасса шанатпăр". Шупашкарти Магницкий урамĕнчи çуртра вĕсене ăшă, таса, çутă пӳлĕмсем кĕтеççĕ. Ку нумай хваттерлĕ çурта нумай пулмасть çеç ĕçе кĕртнĕ-ха. Юсав шалта вĕçленнĕ. Кашниех ăçта мĕнле сĕтел-пукан лартассине пăхса хаклама пуçларĕ. Варвара Курсеитовăна илемлĕ алăксем, пысăк балкон килĕшнĕ. Регина Кубайкина, Милена Алексеева, Сергей Емельянов